Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИЛЮХИНСЕМ – ÇУТĂ КӲЛӖРИ СУМЛĂ ÇЕМЬЕ

Пирӗн несӗлти чи аслă мăшăр – Риммăпа Марат Илюхинсем, вӗсем пурăнаççӗ те ӗнтӗ Çутă Кӳлӗ ялӗнче мӗн çуралнăран пуçласа паянхи кунччен. Аслă вăрçă умӗн çуралнă икӗ чăваш ачи 80 çул ялтан ниçта та каймасăр пурăнчӗç, çулталăкăн кашни кунӗнче тенӗ пек колхозра ӗçлерӗç. Тӗне кӗмен чăвашсен ӗлӗкрен пыракан йăлисене ирттерме пире ертсе çӳрекенсем те шăпах вӗсем.

Хӗлле те ахаль лармаççӗ Маратпа Римма – хулана кайнă кӳршисен, тăванӗсен çурт-йӗрне пăхса тăраççӗ

Çутă Кӳлӗ ялӗнче Мăнкун праçникне кашни çуркуннех сăпайлăн  ирттереççӗ. Кăçал пандемие пула капла та йăлтах тăвайман чăваш йăлисене пӗтӗмпех ирттерсе пулмарӗ. Тата çакна каламалла, унччен калăм йӗркинче 9 çемье çӳреттӗмӗр, халӗ самай сахаллантăмăр. Пирӗн несӗлти чи аслă мăшăр – Риммăпа Марат Илюхинсем, вӗсем пурăнаççӗ те ӗнтӗ Çутă Кӳлӗ ялӗнче мӗн çуралнăран пуçласа паянхи кунччен. Аслă вăрçă умӗн çуралнă икӗ чăваш ачи 80 çул ялтан ниçта та каймасăр пурăнчӗç, çулталăкăн кашни кунӗнче тенӗ пек колхозра ӗçлерӗç. Тӗне кӗмен чăвашсен ӗлӗкрен пыракан йăлисене ирттерме пире ертсе çӳрекенсем те шăпах вӗсем.

Пирӗн асаттепе Марат пиччен аслашшӗ пӗр тăван, эпир кӳршӗсем пулса пӗр-пӗринпе тус-тăванла ӗмӗр тăршшӗпе пӗрле пурăнтăмăр. Халӗ те яла таврăнсан вӗсем патне хал пӗлме кӗретпӗр. Вӗсен ашшӗ Стефан Семенович нумай енчен ал ăстиччӗ: столяр, çӗвӗçӗ, сунарçă, пăхăр çыпăçтаракан, утарçă… Юрлатчӗ те. Анчах чи юратнă ӗçӗ – шофер пулса машина çӳретессиччӗ. Вăрçăран килсен колхозăн «полуторкине» хăй туртса тенӗ пек çӳретрӗ. Машинăна юратни унăн вăтам ывăлне Марата та куçнă. Тумутук ялӗнчи шкулта 7 класс пӗтернӗ хыççăн çирӗп шухăшпа Марат Пӗкӗлмери шоферсен курсне çул тытнă. Унта вӗсем хамăр ялти Елентей Мурзакаевпа пӗрле вӗренсе права илнӗ. Марат колхозра ашшӗ çумӗнче машинăпа çӳреме пуçланă.
Вăхăт çитсен Марат Украинăри Слуцк таврашӗнче хӗсметре пулнă. Служба вӗçленсен тӳрех яла таврăннă – унта машини кӗтет. Машина кăна мар, савнийӗ, ялти чипер, кăмăллă хӗр Римма та кӗтет салтака. Ӗç-пуçа вăраха тăсмасăр çамрăксем пӗрлешнӗ.
Риммăн икӗ хуняма: Маратăн амăшӗ тата асламăшӗ. Çӗнӗ çын хутшăнсан та çемьери тăнăçлăх, пӗр-пӗрне çывăх курса пурăнасси улшăнман. Ваттисем килти ӗçсене йӗркеллӗ тăваççӗ, çамрăксем вара ирех колхоз ӗçне васкаççӗ. Марат – шофер, колхозăн «ГАЗ» машинипе миллион çухрăм та чупнă пуль вăл. Пӗкӗлме станцийӗнче колхоз валли çӗр кăмрăкӗ, пăта, цемент, имçам грузчикпе пӗрле алăпа тиемелле.
Вăрманта пӗрене тиенӗ чух:
– Эсӗ,  шофер,  çӳлте  кăна    тăр, – теççӗ-ха, аялтан пилӗк арçын ывăтнă пӗренене вара машина çинче пӗчченех вырнаçтармалла.  Колхоз складне çитсен тиеве пушатасси те шофер ӗçӗ. Юлашки çулсенче Марат пичче колхозăн сӗт турттаракан машинипе çӳрерӗ. Малтан сӗт флягисене Урманай сӗт-çу заводне, унтан цистернăллă машинăпа Азнакайри сӗт-çу  заводне леçрӗ. Ку кирлӗ ӗç, куллен, пӗр канăçсăр ӗçлемелле. Машина ялан хатӗр пулмалла, вансан ăна юсасси те Маратăн тивӗçӗ.
1972 çулта ял-йыша тӗлӗнтерсе Илюхинсем «Жигули» автомашина туянчӗç. Ялта çăмăл машина урăх никамăн та çукчӗ ун чух.
Римма аппан ашшӗ Сидимир Байгильдин, аслă сержант, 1943 çулта Аслă вăрçăра пуç хунă. Амăшӗ Сайрук ачисене пӗчченех ӳстернӗ. Йывăрлăхсене хăйсем çеç пӗлнӗ пуль. Выльăх-чӗрлӗх усрамасăр пурăнма çук, апла пулсан утă çулмалла. Пӳрт ăшăтма вăрманта вутă хатӗрлемелле. Çурт лартма пӗрене, чул кирлӗ… Мӗнпур арçын ӗçне çамрăк хӗрсем хăйсен аллипе пурнăçланă.
Сайрук мăн аппа колхозри тӗрлӗ ӗçсенче çӳрерӗ. Виçӗ хӗрӗ вара – Асăлпике, Клавдия, Римма – колхоз ферминче ӗне сурӗç.
Дояркăн хăйне уйăрса панă ӗнесем валли апат салатмалла, кăшман çуса памалла, ӗнесене тата вӗсен вырăнӗсене таса тытмалла, сунă сӗте маччинчен шыв тумлакан ферма тăрăх холодильнике леçмелле. Урасенче вара хӗлле те, çулла та резина атă. Çак ӗç кăна çитмест-ха тата, хирте гектарӗпе сахăр кăшманӗ çумлама лап пӳлсе параççӗ. Паллах çак йывăр ӗç  Риммăн Элметре пурăнакан хӗрӗсемсӗр Лияпа Серафимăсăр ӗçленмест. Вӗсем капла та час-часах ялти ашшӗ-амăш патне çӳреççӗ. Алăк умне, çурт ăшне тирпейлӗ тытма пулăшаççӗ.
Чăваш çынни авалтан вӗллесем тытнă. Маратсен те çӗрулми пахчи хыçӗнче ӗмӗрне вӗллесем пулчӗç, çырма леш енче тăванӗ Ванюркка пиччӗшпе пӗрле хуртсене хӗл каçармалли çирӗп омшанник туса хунă. Утарта ӗç нумай: кӗркунне икӗ теçетке вӗллене пӗчӗк çырма урлă  омшаннике турттарса вырнаçтармалла, хӗл хута асăрхаса тăмалла, çуркунне вара калле утара кӳмелле. Çак йывăр ӗçсенче шăллӗ Алик, кӗрӳшӗ – Симăн упăшки Юрий пулăшаççӗ. Кӗрӳрен ăннă Илюхинсене: вăл Элмет районӗнчи Клемтел ялӗнчи Александр Васильевăн ывăлӗ.
Пархатарлă ӗçленӗшен правительство Илюхинсене пӗрре мар наградăсемпе чысланă. Вӗсем иккӗшӗ те Ӗç ветеранӗсем.
Çулла пахчара ӗç нумай, вӗллесене пăхмалла тата яла курма килнӗ  тăвансене кӗтсе илмелле. Пурне те хуплу пӗçерсе сăйлаймасан та, май килнӗ таран кашнинпех урамри сак çинче сăмах-юмах çаптармаллах. Хӗлле вара çурчӗсене пăрахса хулана пурăнма кайнă тăванӗсен, кӳршисен çурт-йӗрӗсене пăхса-асăрхаса тăракансем те Маратпа Римма.
Тата çапла нумай-нумай çул маттур пурăнмалла пултăр сирӗн! (Ухтияр ИЛЮХИН. Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗкре: Маратпа Римма Илюхинсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев