Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иммунитет 8 уйӑха ҫитет

Ҫав вӑхӑтра Раҫҫейре туса кӑларакан вакцина препарачӗсем этем организмӗнче иммунитета 2 ҫула тӑсаҫҫӗ

 

Коронавируспа чирлесе ирттернӗ ҫыннӑн иммунитечӗ сахалтан та 8 уйӑхра ҫитет. Урӑхла каласан, ҫак ҫыннӑн  Covid-19 ертессинчен 8 уйӑх хӑрамалла мар.
Мельбурнри Монаш университетӗнчи иммунологии кафедрин профессорӗ Менно ван Зельма ертсе пыракан ученӑйсен ушкӑнӗ инфекци организма лексен В-клеткӑсен нумай вӑхӑтлӑх астӑвӑм йӗркеленнине тӗпчесе пӗлнӗ. Астӑвӑм вӑхӑчӗ сакӑр уйӑха тӑсӑлать, ҫавна пула пациентсем коронавируспа тепре чирлесен те хытах аптӑрамаҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра Раҫҫейре туса кӑларакан вакцина препарачӗсем этем организмӗнче иммунитета 2 ҫула тӑсаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев