Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инфляци Раççейре ӳссе пырать, сăлтавӗсем тӗрлӗрен

2019 çулта кишӗрӗн опт хакӗ пӗр килограмшăн 9 тенкӗ пулнă. Фермерсем унпа тупăш илеймен. Çавăнпа та ăна 2020 çулта сахалтарах акнă. Мӗншӗн акмалла, енчен те тупăш памасть пулсан? Çавăнпа 2021 çулхи çуркуннене çӗршыври кишӗре çисе пӗтернӗ. Ăна ют çӗршывсенчен 150 тенкӗпе туянма тытăннă.

Пахча-çимӗç тухăçӗ япăх пулнипе хаксем хăпарса кайрӗç. Аш-какйпа сӗт хакӗ ӳснин сăлтавӗ – производительсен тăкакӗсем пысăкланни. Мускаври чиновниксем инфляци вăхăтлăх кăна, тыр-пула пухса илсен хаксем хăйсен вырăнне таврăнӗç тесе шутлатнă. Кăлăхах. Ытти çӗрте, тен çапла пулӗччӗ-тӗр те, анчах та Раççеейре – кирек хăш сферăна ил –  хаксем пӗрре ӳссен, урăх чакмаççӗ. Сӗт, аш-какай, пахча-çимӗç – маркерлă таварсем. Вӗсем кăштах ӳссен те инфляцие çӳлелле хăвалама тытăнма пултараççӗ. Пӗлӗр эпир çакна сахăр тата шӗвӗ çу ӳснинче куртăмăр. Тӗнчере тавар хакӗсем ӳсни те шалти инфляци çине витӗм кӳрет. Тӗслӗхрен, çутçанталăк газӗн хакӗ ӳсни унран тăвакан азот удобренийӗсен хакӗсене ӳстерет, çакă производительсен тăкакӗсене ӳстерет.    

Тутарстанри тыр-пул тухăçне аномалилле шăрăх пӗтерчӗ. Ял-хуçалăх продукцине туса кăларасси 12 процента чакрӗ. Республикăра ытти çулсенче 5 миллионшар тонна тырă пухса илетчӗç пулсан, кăçал 2,4 миллон тонна кăна. Тырă вăл çăкăр тумалли никӗс кăна мар, выльăхпа кайăк-кӗшӗке çитермелли апат та. Тутарстана хăйӗн валли тырă çитмелле, анчах экспорт валли çук. Çӗр улмине республикăра 800 пин тонна пухса илнӗ, ку пӗлтӗрхинчен 30 процента сахалтарах.

Чăхă какайӗн хакне лавккасенче ытлашши ӳстерме юрамасть, патшалăх чарăвӗ пур. Çăмарта пирки чару çук. Кайăк-кӗшӗк фабрикисен тăкакӗсем ӳссе пыраççӗ. Çавăнпа та çăмарта хакӗ юлашки икӗ уйăхра 40 процента ӳснӗ.

Кашни эрне Тутарстанри хуласенче фермерсен ярмаркисем иртеççӗ. ТР ял хуçалăх тата продовольстви министрӗн Марат Зяббаровăн сăмахӗсемпе, республикăна пахча-çимӗç упрамалли хранилищесем çитмеççӗ. Кладовойсем валли çулталăкне 100 миллион тенкӗ кирлӗ. Хринилищесем йышăну, сортировка, фасовка оборудованийӗсемпе пулмалла. ТР Президенчӗ çак проекта ырланă. Часах республикăра çӗнӗ çӗр улми, пахча-çимӗç, çырла упрамалли хранилищесем пулаççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев