Сувар

Инкеке лекнӗ лайнерти ҫынсене Хусана карантин иртме илсе ҫитернӗ

Тутарстан васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳме хатӗр пулнӑшӑн вӑл Рустам Минниханова тав тунӑ

"Бриллиант патша хӗрӗ" карап ҫинчи ҫынсене эвакуацилеме тытӑнсан, 8 ҫынна Тутарстанри инфекци пульницине карантин иртме илсе килнӗ. Мӗншӗн тесен вӗсенчен 4-шӗ пирӗн республикӑран. Инфекци пульници те мӗн пур  требованисене тивӗҫтерет, кунта пациентсем карантин тапхӑрне иртме пултараҫҫӗ. Паян вӗсемпе ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тӗлпулнӑ.
Роспотребнадзор пуҫлӑхӗ Анна Попова палӑртнӑ тӑрӑх, 8 ҫын та хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ, температурисем пӗрин те ӳсмен. Хусана вӗсене ятарлӑ условисенче илсе ҫитернӗ, экипаж хӳтӗленмелли костюмсем тӑхӑннӑ.
"Хусанти инфекци пульницине хальхи оборудованипе тивӗҫтернӗ, унта хӑрушӑ чирсене сарӑлма чарма та пултараҫҫӗ. Пациентсем хӑйсене мӗнле туйни ҫинчен ҫынсене кунсерен пӗлтерсе тӑрӑшӑр", – тенӗ Попова.
Тутарстан васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳме хатӗр пулнӑшӑн вӑл Рустам Минниханова тав тунӑ." Тутарстан тата Хусан тухтӑрӗсем ҫак лару-тӑрура пысӑк оперативлӑ хатӗрлӗхне кӑтартаҫҫӗ. Раҫҫей ҫыннисен сывлӑхне упрассишӗн тӑрӑшакан еспублика ертӳҫисене тата медиксене тав тӑватӑп", – тесе каланӑ Роспотребнадзор ертӳҫи.
Агафонов профессор ячӗллӗ Республикӑри клиника инфекци пульницине паян МЧС-ӑн ятарлӑ борчӗпе Diamond Princess круиз лайнерӗнчи Раҫҫей гражданӗсене илсе ҫитернӗ. Аса илтеретпӗр ҫак карап ҫинче коронавирус иныекцийӗ сарӑлма тытӑннӑ.
Хусана ҫитсен лайнерӑн кашни пассажирӗ тата вӗсен япалисем ятарлӑ дезинфекци витӗр тухнӑ. Ҫавӑн пекех пӗтӗм техникӑна, самолёта та дезинфекциленӗ.
Карантина вырнаҫтарнӑ 8 ҫынран кашни кун анализ илсе тӗрӗслӗҫ, пациентсем вырнаҫнӑ блока тата бокссене Росгварди хӳтӗлет.
Коронавирус сезонри вируссенчен ытла уйрӑлса тӑмасть, унран кайӑк грипӗнчен, атипичнӑй пневмонирен, Эбол лихорадкинчен вилнинчен сахалрах вилеҫҫӗ.

Коронавирус ҫамрӑксене ерменпе пӗрех, Китайра ӑна ертнӗ ҫынсем 65 ҫултан аслӑрах ҫынсем. Уханьра чир хӑвӑрт сарӑлнине тухтӑрӗсем, медицина хатӗр пулманнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Нумай миллионлӑ хулан реанимаципе интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче 110 койкӑ кӑна пулнӑ.
Коронавирус Китайри посылкӑсенчен куҫмасть – вирус япаласем ҫинче пурӑнаймасть. Ҫакна Пӗтӗмтӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗн Тӗпчевҫӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: