Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инкеке лекнисене эвакуацилеме Тутарстанра тата икӗ площадка тӑваҫҫӗ

2020 ҫул хушшинче санавиаци ӗҫченӗсем 827 хут чирлисене илсе ҫитернӗ: 564 хут реанимобильсемпе, 263 вертолетсемпе

Республикӑн санитари авиацийӗн икӗ вертолет площадкине Балтаси тата Ҫӗпрел районӗсенче тӑваҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен медицина канашӗнче Республикӑри клиника больницин Катастрофӑсен медицинин центрӗн ертӳҫи Марина Воронцова пӗлтернӗ.

"Вертолет площадкисене 2022 ҫулччен "Обеспечение общественного порядка и противодействие преступности в Республике Татарстан на 2014–2022 годы" программӑпа тӑваҫҫӗ. Паянхи куна республикӑра ӗнтӗ ултӑ площадка тунӑ. Вӗсен тӗп требованийӗ – Тӗп район больницинчен вӗсем патне ҫитме 15 минут пулмалла", – тесе ӑнлантарнӑ центрӑн ертӳҫи.

2020 ҫул хушшинче санавиаци ӗҫченӗсем 827 хут чирлисене илсе ҫитернӗ: 564 хут реанимобильсемпе, 263 вертолетсемпе. 

Пӗлтӗр Тутарстан санавиацийӗ ҫул-йӗр инкекне лексе суранланнӑ ҫынсене республика тулашӗнчен те турттарнӑ. Вертолет Чулхула, Воронеж, Киров облаҫӗсене вӗҫнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев