Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инна Тражукова – Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ

Ульяновск облаçĕнче регионти «Спорт – пурнăç йĕрки 2021» спорт премине панă, тесе пӗлтерет «Канаш» хаçат. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче çулсерен ирттерекен пысăк мероприятире хутлăхри спорт тытăмĕнчи çитĕнӳсене пĕтĕмлетнĕ.

Чи чаплă спортсменсене Radisson Ulyanovsk. Хăна çурчĕн лапамĕнче саламланă. Чыславра «Çулталăкри чи лайăх спортсмен», «Чи лайăх çамрăк спортсмен», «Йывăрлăха çĕнтерни», «Çулталăк тренерĕ», «Физкультурăпа спорта аталантарнă çĕрти чи аван муниципаллă пĕрлĕх» номинаци çĕнтерӳçисен ячĕсене каланă. Пуçласа халăх сасăлавĕн (раштавăн 20-мĕшчен пынă) пĕтĕмлетĕвĕсемпе «Чи лайăх фитнес клубне», «Чи лайăх спорт çуртне» тата «Чи аван спорт журналистне» палăртнă. Çаплах, иртсе пыракан çулта пысăк çитĕнӳсем тунăшăн отрасль ĕçченĕсене, атлетсене, тренерсене, спорт ветеранĕсене РФ спорт министерствин тата Ульяноск облаçĕн правительствин наградисемпе, «Раççей спорт маçтăрĕ» кăкăр паллипе чысланă.

 Мĕнпур чăваш тĕнчи, регион мухтавĕ – ирĕклĕ кĕрешӳпе тĕнче чемпионки ятне çĕнсе илнĕ паллă ентешĕмĕр Инна Тражукова – «Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ» ятне тивĕçнĕ, унăн ашшĕ Вячеслав Тражуков – «РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ» ята.

Иннăна тата унăн пултаруллă тренерне, Вячеслав Александровича, çак хисепе тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр.

«Ĕнерхи мероприятирен çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăнтăмăр. Тавтапуç йĕркелӳçĕсене, Сергей Русских губернатора, физкультурăпа спорт министерствине пысăк шайлă чыславшăн. Спортсменсене шанакансене, юратнă ентешĕмĕрсене – пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатпăр», – тенĕ çамрăк анне, Инна Тражукова Чӗмпӗрти «Канаш» хаçат ӗçченӗсене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев