Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иннополис Узбекистан компанийӗсемпе пӗрле темиçе проекта пурнăçа кӗртӗ

Çакăн çинчен калакан килӗшӗве Рустам Минниханов ертсе пыракан Тутарстан делегацийӗ Узбекистанра пулнă чухне çирӗплетнӗ

Правительство енчен Иннополис кураторӗ пулса тăракан Роман Шайхутдиновсăр пуçне пирӗн делегаци шутне «Иннополис» уйрăм экономика зонин генеральнăй директорӗ Ренат Халимов, Иннополис мэрӗ Руслан Шагалеев, Иннополис университечӗн ректорӗ Александр Тормасов кӗнӗ.

Ташкентра вӗсем Узбекистанăн инноваци аталанăвӗн министрӗпе Иброхим Абдурахмоновпа тӗлпулнă. Енсем Иннополис университечӗн никӗсӗнче Вăтам Азири вузсенчи 30 проректорпа преподавателе цифра трансформацийӗ тӗлӗшӗнчен хатӗрлеме килӗшсе татăлнă. Çак килӗшӳ тăрăх, пӗчӗк инноваци компанийӗсен йышăнăвӗсемпе стартапӗсене мала ярас тесе пӗрлехи мероприятисем ирттермелле, çав шутра цифра министерствин IT-платформинче те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев