Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иннополисра ӗҫ вырӑнӗсем ӳсмелле

Тулли мар яваплӑхлӑ "Бипиум" пӗрлешӗве 2019 ҫултан ТР Президенчӗн кадр резервӗнче тӑракан Виктор Никитин ертсе пырать

 

"Раҫҫей лидерӗсем" конкурсӑн финалисчӗ Виктор Никитин ертсе пыракан компани "Иннополис" уйрӑм экономика зонин резиденчӗ пулса тӑнӑ.
Кун ҫинчен ТР Президенчӗ ҫумӗнчи Патшалӑх службин департаменчӗ пӗлтерет.
Тулли мар яваплӑхлӑ "Бипиум" пӗрлешӗве 2019 ҫултан ТР Президенчӗн кадр резервӗнче тӑракан Виктор Никитин ертсе пырать. Унӑн компанийӗ корпоративлӑ приложенисене програмистсем хутшӑнмасӑр, нейронлӑ сетьсем тӑрӑх йӗркелет.
«Бипиум» — Иннополисри 10 ҫӗнӗ резиденсӗсен шутӗнче. Вӗсем 550 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелемелле.
ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пыракан Сӑнав канашӗ августӑн 24-мӗшӗнче ҫак компанисен 30,8 миллиард тенкӗлӗх инвестицисем проекчӗсене ырласа ҫирӗплетнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев