Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иннополисра ҫын шучӗ ӳсмелле

Ҫапла пултӑр!

Уйрӑм экономика зонин ҫӗнӗ резиденчӗ ҫывӑхри пилӗкҫуллӑхра хваттерсем, тата производствопа офис пӳлӗмӗсем тума хатӗрленет. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ Роман Шайхутдинов каласа панӑ.

"Иннополисӑн ҫӗнӗ резиденчӗсенчен пӗри хула территорийӗнче ӗҫлӗ тата суту илӳ лаптӑкӗсемсӗр пуҫне пурӑнмалли инфраструктурӑна тума плансем пурри ҫинчен пӗлтерчӗ.
2024 ҫулхи плансемпе унта 10 пин хваттер пулать. Ҫакӑ хула халӑхне таиа 30 пин ҫынна ӳстерме май парать",– тесе палӑртнӑ Шайхутдинов.
Ҫамрӑк хала аталанӑвне республика та хӑйӗн пайне кӗртет: 2024 ҫулччен унта ача сачӗсенче 2,5 пин вырӑн, шкулсенсе 2,5 пин вырӑн пулать.
Паян "Иннополис" уйрӑм экономика зонин сӑнав канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унӑн ӗҫне ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та хутшӑннӑ. Хулана 43 млрд инвестици кӗрет, площадкӑра 9 ҫӗнӗ резидент ӗҫлеме тытӑнать. Вӗсем темиҫе ҫӗр ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X