Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инстаграмри чӑваш ачисем валли сӑвӑ конкурсӗ

Заявкăра хушаматпа ятăра, эсир ӑҫтан пулнине тата инстаграмм акаунтăра ҫырма манса ан кайӑр

 Пирӗн сирěн валли савӑнӑҫлӑ хыпар.  Нарӑс уйӑхӗн 21-мěшěнче тӑван чӗлхе кунӗ. Вӑл ҫывхарнӑ май, "Аталан" ушкӑн Тутарстан Республикин Чăваш наципе культура автономийě пулăшнипе онлайн сӑвӑ конкурсне ирттерет. 

Ăмăртура хутшӑнас тесен:

    1. atalan_chuvashu_rt инстаграмма ҫырӑнмалла. 

    2.Чӑваш чӗлхи ҫинчен чӑвашла хӑвӑр сӑвӑ вуланине видео ӳкěрсе илсе пирěн электронлă почта çине ярса памалла. 

 Заявкăра хушаматпа ятăра, эсир ӑҫтан пулнине тата инстаграмм акаунтăра ҫырма манса ан кайӑр. Почта: atalan.chuvashi@mail.ru

◾Кашни кун конкурслă видеосем atalan_chuvashi_rt аккаунтра тухса пырěç. Конкурса пӗтӗмлетес умӗн сасăлав  пулать. Нарăс уйӑхӗн 21-мěшěнче вырăнсене палӑртатпӑр. Çěнтерýçěсене чаплă парнесем кӗтеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев