Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Интернетпа усă курасси ку эрнере 30 процента ӳснӗ

Халӗ республикӑра уйрӑм вӗренӳ платформи тӑвас ыйту çивӗч тăрать. ТР Вӗрентӳпе наука тата Цифра министерствисем ăна тума пуçланă та ӗнтӗ.


 
Тутарстанра интернет ҫыхӑнăвӗпе 9 оператор тивӗçтерет. Килӗсене интернета 1 млн яхӑн абонент кӗртнӗ. 
Ҫыхӑну операторӗсен представителӗсемпе паян Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов видеоконференцсвязь урлă çыхăннă. 
"Пирӗн икӗ тӗп тема. Пӗрремӗшӗ – шанчӑклӑ ҫыхӑнупа тивӗҫтересси, – тенӗ Рустам Минниханов ҫыхӑну операторӗсене, – паян вӗрентӳ системи мӗнпур ӗҫе интернетпа усӑ курса тӑвать. Вӗрентекенсем килӗнчен, хăш-пӗри шкултан уроксем ирттереççӗ. Иккӗмӗшӗ – интернет хӑвӑртлӑхӗ. Ҫак ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе ТР Цифра министерстви ӗҫлет".
ТР президенчӗн пресс-службин ертӳҫи Лилия Галимова пӗлтернӗ тӑрӑх, интернет-çыхăнупа усă курасси ку эрнере 30 процента ӳснӗ. Ун сăмахӗсемпе çакӑ шкул ачисен дистанци вӗренӗвӗ пуҫланнипе те ҫыхӑннӑ.
Интергет-нагрузкӑна тан валеҫме учительсене икӗ сменӑпа вӗренме тата темиҫе вӗренӳ платформисемпе усӑ курма сӗннӗ. 
Халӗ республикӑра уйрӑм вӗренӳ платформи тӑвас ыйту çивӗч тăрать. ТР Вӗрентӳпе наука тата Цифра министерствисем ăна тума пуçланă та ӗнтӗ.
Ҫыхӑну операторӗсен представителӗсем дистанци форматӗнче уроксем ирттерекен вӗрентекенсенчен килти интернетшăн тӳлев илмесӗр çыхăнупа тивӗçтерме хатӗррине пӗлтернӗ. Тата, балансра укҫа-тенкӗ ҫук пулсан та, педагогсене вӗренӳ платформисемпе усӑ курма ирӗк пама хатӗр çыхăну операторӗсем. 
Хăйсем енчен ҫыхӑну операторӗсем Президентран çынсен гаджетсене туянма май пултăр тесе çыхăну салонӗсене уçма ирӗк пама ыйтнă.  Минниханов ку ыйтăва пулăшаканӗсене тӗпчеме хушнă. 
ТР Цифра аталанӑвӗн министерствин, информаци технологийӗсемпе ҫыхӑну министерствин базинче никӗсӗнче оперативлӑ штаб йӗркеленӗ – вӑл кунӗн-ҫӗрӗн ӗçлекен хӗрӳ лининпе тивӗҫтерет, мобильлӗ юсав бригадисен ӗҫне-хӗлне координацилет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X