Сувар

Интернет ӑна пула чӑхӑмламасть

Тутарстанра ҫӗнӗ системӑна тӗрӗсленипе интернетри пӑтӑрмахсем пуҫланнине хӑш-пӗр телеграм-каналсенче ҫыхӑнтарнӑ.

 ТР Роскомнадзор Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Рустам Галаутдинов пӗлтернӗ тӑрӑх,  республикӑра "суверенлӑ интернета" тӗрӗслени пирки сведенисем ҫук.

ТР Цифра аталанӑвӗн министерствинче те ун ҫинчен нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.
Тутарстанра ҫӗнӗ системӑна тӗрӗсленипе интернетри пӑтӑрмахсем пуҫланнине хӑш-пӗр телеграм-каналсенче ҫыхӑнтарнӑ.
Иртнӗ ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче  «О связи» и «Об информации, информационных технологиях и защите информации» законсене кӗртнӗ тӳрлетӳсене йышӑннӑ, ҫакна "суверенлӑ Рунет" официаллӑ мар ят панӑ.
Ҫак законсене Раҫҫейри цифра экономики тата киберхутлӑх ҫине ют ҫӗршывсем витӗм ан кӳрейччӗр тесе йышӑннӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: