Сувар

Интернет пур чух Ял кунне ирттерме çăмăлрах

2022 çулхи июнӗн 11-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Шешкелте Ял кунӗ иртнӗ. Электронлă сасăлавпа ял-йыш Троица умӗнхи Ваттисен кунӗнче кăнтăрла иртсен тӗл пулма палăртнă хыççăн Ял кунне кашни çул çак вăхăтра ирттерме калаçса татăлнă.

Çарăмсан крепоçӗнчен хӗвелтухăç еннелле XVIII ӗмӗрте пушă çӗрсем пулнă. Патша правительстви çӗрсене хута кӗртес шухăшпа çакăнта çынсене куçарса ялсем йӗркелеме пуçлать. Малтан ходоксем килсе çӗр пайӗсем илнӗ. Çапла 9 çăл вырăнне пухăнса ходоксем çӗр виçекене кӗтсе ӳплесенче пурăннă. Пирӗн Çӗрӳшке Ӳтемепе пӗр ӳплере пурăннă. Темиçе кун иртсен ирхине ирех тахăшӗ: «Çӗр виçекен килнӗ! Землемер», – тесе кăшкăрнă. Çерӳшке хальхи Ӳтемӗш ялӗсен çӗрӗсене илесшӗн пулнă. Анчах ӗлкӗреймен. Ӳтеме аттине йăпăр-япăр тăхăннă та ӳплерен чупса тухнă. Çерӳшке малтан пӗр çăпатине сырать, унтан тепӗрне. Вăл çăпатине сырса тухиччен Ӳтеме çӗр виçекене укçа чышса лайăхрах та пысăкрах çӗр лаптăкне илсе те ӗлкӗрет. Çерушне вара халь Шешкел ларакан çӗр лекет.

 

Тепӗр çул, 1747 çулта Çӗпӗре иртекен Чӗмпӗр – Оренбург çулӗпе обозран уйрăлса Çӗнӗ Йӗлмел (вăлах Калмыково) ялӗн çыннисем Çерӳшке çӗрӗ çинче Кивӗ Шешкел ялне йӗркелеççӗ.

Реклама

Ял кунне халалласа Кивӗ Шешкел ялӗн Культура çуртӗнче чаплă концерт иртрӗ. Сцена çинчен Анна Петрова, Надежда Ермишова, Елена Борисова, Галина Корнилова, Лидия Абрамова, Валентина Кириллова, Абравников пӗртăвансем юрăсем юрларӗç. Николай Липатов, Алик Илюхин, Сергей Липатов купăс каласа савăнтарчӗç.

Концерт питӗ чапă пулчӗ. Вăл вӗçленсен дискотека иртрӗ. Ял кунне, концерта йӗркелесе ирттернӗшӗн Кивӗ Шешкелти Культура çурчӗн ертӳçине Галина Николаевна Корниловăна, ял артисчӗсене, купăсçăсене, Ял кунне ирттерме тухнă ял çыннисене питӗ пысăк тав. (Евгений ИЛЮХИН. Çарăмсан районӗ, Кивӗ Шешкел ялӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: