Сувар

Интернет урлӑ библиотекӑна ҫӳреме пулать

Килте ларнă тапхăрта – хамăрăн тавракурăма атанлантармалли меллĕ самант

  Çак хушăра мĕн те пулин çĕннине пĕлме, юратнă кĕнекесене тепĕр хут вулама, çавăн пекех Интернет уçлăхĕнчи хайлавсемпе паллашма май та, вăхăт та çителĕклĕ.

Чăваш Республикин наци библиотеки «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» пухăма (коллекцине) кĕнĕ хайласене вулама çеç мар, Аудиокĕнекесем итлеме сĕнет. Эсир кăмăлланă хайлава «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумӗнче те сасăласа хăвăр шухăшăра пӗлтерме пултаратăр. Ăна Чăваш Республикин наци библиотеки Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа ирттерет.

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çавна май Чăваш Республикин наци библиотеки «Ачасем валли Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен вулатпӑр» аудиокăларăмăн иккĕмĕш пайне хатĕрлесе çитернĕ. Унта чăваш çыравçисен 13 хайлавĕ кĕнĕ: А. АфанасьевЯ. УхсайФ. УярА. ЭсхелК. ТурханФ. СиттаЮ. СемендерМ. Уйӑп поэмисем, сăввисем, калавĕсем.

Хайлавсене Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн чăваш халăх артисчĕсем – С. Р. Савельевăпа В. И. Павлов тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки И. А. Архипова вулаççĕ.

Пĕрремĕш кăларăма П.​ Хусанкайăн «Таня» поэми, И.​ Микулайĕн «Госпитальте»«Чаплă пушмак» калавсем, С.​ Асаматăн «Тӑлӑха юлнӑ салтак арӑмӗн тав хӳхлевӗ» сӑвӑМ.​ Ухсайăн «Улаçка», А.​ Александровӑн «Пӗчӗк партизан» калавĕсем, А.​ Афанасьевăн «Вырӑс капитанӗ» поэми тата ытти хайлавсем те кӗнӗ.

Асăннă тата ытти аудиокăларăмсене Чăваш Республикин электронлă библиотекинче вырнаçтарнă, ăна Интернет урлă итлеме май пур.

Хайлавсене итлеме лайăх кăмăл пултăр.

Сире чунтан хисеплесе

Галина Соловьева,

Чăваш Республикин наци библиотекин

пай ертуçи

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: