Сувар

Интернетри «ЧăвашТВ» канала ертсе пыракан çемйипе аварине çакланнă

Ҫемьене пулӑшу кирлӗ. Халӗ вӗсемшӗн укҫа ытлашши мар. Ҫак номерпе пулӑшма май пур: 89196535784. Константин Сергеевич Д. тесе ят тухать.

Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулни ҫинчен, унта 7 ҫын аманни пирки пӗлтерет chuvash.org сайт. Вӗсенчен 2-шӗ 3-ри тата 7 ҫулти арҫын ачасем.

Аса илтерер: ҫул ҫинче «Лада Приора» малта пыракан «Тойотӑран» иртсе каяс тесе ӑна пырса лекнипе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.

Ҫав «Лада Грантӑра» Чӑваш Енри паллӑ блогерӑн, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан Константин Доброхотовӑн ҫемйи пулнӑ. Костя кун пирки ӗнер хăй Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑл, унӑн мӑшӑрӗ Катя /вӑл та блогер/ аманнӑ. Салонра вӗсен ывӑлӗсем тата Костьӑн амӑшӗ пулнӑ. Пурне те пульницӑна илсе кайнӑ: Катьӑпа ачисене – Шупашкара, Костьӑпа амӑшне – Канаша. Халӗ вӗсем сипленеҫҫӗ. Катя пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен шок пулнӑ, вӗсене психолог пулӑшӑвӗ те кирлӗ.

Ҫемьене пулӑшу кирлӗ. Халӗ вӗсемшӗн укҫа ытлашши мар. Ҫак номерпе пулӑшма май пур: 89196535784. Константин Сергеевич Д. тесе ят тухать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: