Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Интернетри негатив республика тата ҫӗршыв хаклӑлӑхӗсем ҫине витӗм кӳреймӗ

Ҫакӑн ҫинчен Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин вӗрентекенсемпе тӗлпулнӑ чухне каланӑ

 

"Ман шутпа, эпир хамӑрӑн ҫамрӑксемпе пӗрле пирӗн нумай нациллӗ Тутарстанӑн тата Раҫҫей халӑхӗн йӑли-йӗркисем – чи хаклисем тесе шутлатпӑр, эпир вӗсене упрамалла. Социаллӑ сетьсенчи нимӗнле постсем те республика халӑхӗсен хушшине савӑл ҫапса кӗртеймӗҫ",– тенӗ парламентарий. 
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, республика ертӳлӗхне ҫамрӑксем социаллӑ сетьсенче активлӑ пулни килӗшет. Тепӗр енчен хумхантаракан самантсем те пур, уйрӑмах негативлӑ материалсем ҫырӑнсан, ҫамрӑксене начар ӗҫ тума чӗннисем пичетленсен.
"Эпир республикӑри Цифровизаци министерствинчен социаллӑ сетьсенче ҫынсем начаррине кӑна мар, лайӑххине те тӗлпулмалли ҫинчен тепӗр хут пӗлтертӗмӗр. Лайӑххи ытларах пулмалла. Ҫак ӗҫе педагогсен коллективӗсене те явӑҫтармалла, паян интернет кашнийӗнех пур", – тесе палӑртнӑ Мухаметшин задачӑсене. 
Парламент пуҫлӑхӗ истори, правопа обществознани вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗсене ертсе пыракансемпе, парламент урокӗсене йӗркелесе ирттерессине активлӑ хутшӑнакансемпе тӗлпулнӑ. Тӗлпулура 2020 ҫулта шкулсенче иртнӗ парламент урокӗсене тата 2021 ҫулхи плансене сӳтсе явнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев