Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Интернетри уявсем те йӑлӑхтараҫҫӗ, халӑх шавӗ ҫитмест

Юлашки информаци тӑрӑх Аксури "Уява" июлӗн 5-мӗшӗнче ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл пулассипе пулмассине ҫирӗплетсе калакан ҫук, лару-тӑруран килет

 Астӑватри, пӗлтӗрсенче, ҫӑва кӗрсен – кашни эрне вӗҫӗнче мӗнле-тӗр уявччӗ. Хамӑрӑнне кӑна илсен те аванах пухӑнать: Акатуй, Учӳк, Хӑят, Уяв, Питрав, ял кунӗ тата ытти. Унсӑр пуҫне мари, мӑкшӑ, удмурт, крешӗн, вырӑс, тутар чӗнет хӑйӗн праҫникне.
Ҫулла варринелле халӑх тӑранса ҫитетчӗ уявсенчен, калӑн, юри, ҫынсем ытти ҫинчен ан шутлаччӑр тесе ирттереҫҫӗ вӗсене. Пысӑк индустрия ӗҫлетчӗ-ҫке ку енӗпе.
Акӑ ТАССР 100 ҫуллӑхӗ ҫитрӗ. Пысӑк уяв ӗнтӗ,  нумай хатӗрленчӗҫ. Анчах хӑнӑхнӑ пек шавлӑн, ҫын тӗлӗнсе тӑмалла ирттереймеҫҫӗ – изоляци. Онлайн-уяв е конкурс – питӗ те перектлӗ формат. Автобусшӑн тӳлемелле мар, пысӑк сцена капӑрлатмалла мар, юрлакансене ҫитермелле мар. Мероприяти валли бюджетран картса хунӑ укҫана илсе тӑкаклама сӑлтав ҫук.

Анчах интернетри уявсем уяв пек мар ҫав, эпир ҫын шӑв-шавне, праҫник илемне хӑнӑхнӑ. 

Тутарстанра республика 100 ҫул тултарнине халалланӑ массӑллӑ мероприятисене ҫуллан иккӗмӗш пайӗнче ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтернӗ.
"Ҫулла вӗҫнелле эпир Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫуллӑхне тата ТАССРӑн ӗмӗрхи юбилейне халалланӑ массӑллӑ мероприятисене ирттереетпӗр тесе шанас килет. Вӗсем август патнелле пуҫланӗҫ", – тенӗ Аюпова.
Паянхи кун паллӑ кунсене халалланӑ мероприятисем социаллӑ сетьсенче онлайн-форматра иртеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев