Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИНТЕРНЕТРИ ХĂРУШСĂРЛĂХ ОЛИМПИАДИ

Сетьри йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшакан ăмăртăва шкул ачисем хутшăнма пултараççӗ

Раççей Цифра аталанăвӗн, çыхăну тата массăлла коммуникацисен министерстви тата «Цифра экономики» наци проекчӗ тӗрев панипе VK тата «Учи.ру» вӗрентӳ платформи шкул ачисем валли интернетра хамăра хăрушсăр тытас ыйтусемпе олимпиада ирттерет. Çакăн пирки журналистсене VK пресс-служби пӗлтернӗ.

Хутшăнас текенсем валли регистраци пуçланнă ӗнтӗ. Олимпиада ноябрӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 26-мӗшӗччен пырать, шкул ачисемшӗн тӳлевсӗр. 

Олимпиадăна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тăрăх, унта 1-мӗш класран пуçласа 9-мӗш класа çитичченех вӗренекенсем пӗр-пӗринпе ăмăртма пултараççӗ. Олимпиадăн заданийӗсем ачасене хăйсене интернетра хăрушсăр тытма, унăн ресурсӗсемпе тухăçлă усă курма, сетьри йывăрлăхсенчен çăмăллăн тухма вӗрентеççӗ: фишингпа вируссенчен пуçласа мошенниксенчен еплерех сыхланмалли, онлайн мелпе тавар туяннă чух мӗн пӗлмелли таранах. 

Олимпиада шкул ачисен логикăлла шухăшлавне тӗрӗслет, гаджетсемпе, браузерсемпе, шырав платформисемпе пӗлсе усă курма, соцсетьсемпе мессенджерсенче этикăна тӗпе хурса хутшăнма вӗрентет.

Олимпиадăн пур ыйтăвне те хуравланă шкул ачисене мӗн чухлӗ балл пухнине кура çӗнтерӳçӗ дипломӗ, мухтав хучӗ е хутшăнаканăн сертификачӗ парса чыслаççӗ. Документ «Учи.ру» платформăри харпăр кабинетра пулать. Ачасене хатӗрлекен педагогсем те Тав хучӗсӗр юлмӗç. 

Хутшăнмасăр ан юлăр, хаклă вӗренекенсем. Олимпиада декабрь вӗçӗччен тенӗ пекех пырать пулсан та, шутлă кун вăл хăвăрт иртет. Олимпиадăра хăйсен вăйне, пӗлӗвне тӗрӗслес текенсен safenet.uchi.ru сайт урлă регистрациленмелле. Ыйтусем çине хуравлама 1 сехет параççӗ. Балсене хуравласа пӗтерсенех курма пулать. 

 

Хамăр корр. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев