Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Интрига пулмасан, халăх сасăлава хутшăнасшăнах мар

Чуна уҫса калаҫар-и?

Иртсе кайнӑ суйлавсем пирки пӗр-ик сӑмах калассӑм килет. Вӗсем мӗншӗн 3 кун​ иртнине те ăнланатпăр ӗнтӗ. Коронавирус хӑрушлӑхӗ ҫеҫ шухӑшлаттармасть ҫӳлтисене. Халăх сасăласшăн мар, ывăннă е суйлав тӗрӗслӗхне шанмасть. Пурте мар, паллах. Ҫапах та пур ун пеккисем. 

Нихăш власть та хăй ирӗкӗпе вырăнтан каясшăн мар, тӗнче историйӗнче ун пек тӗслӗхсем пӗрре-иккӗ кăна. Власть вăйлă халь, çирӗп, ăна хускатаймастăн, вӑрҫма та юрамасть. Суйлама кайсан та, «Пурне те хирӗç» графа бюллетеньре çук. Хӑвӑн гражданла позицине ниепле те палӑртаймастӑн. Пикета тухма юрамасть, урамра митинг ирттерме те ирӗк ыйтмалла, соцсетьри пӗр-пӗр пуҫлӑха кӳрентерекен пост айне лайк лартрӑн – явап тыттарма пултараҫҫӗ. 

Коронавирус та пулăшать вӗт. «Камсем сасăлаççӗ вара?» тесе ыйтма пултаратăр эсир. Сасăлаççӗ бюджетниксем тата пенсионерсем. Вӗсем кам майлă сасă пани те пӗлтерӗшлех мар-тăр. 3 кун хушшинче кирек мӗнле махинаци те туса ӗлкӗрме пулать. Бюджетниксем суйлава кайнине начальникӗсем тимлӗн тӗрӗслесе тăраççӗ, предприятири миçе çын сасăланине кунӗпе отчет парса тăмалла вӗсен. Çӳлтен хушнă.

Пенсионерсем – ​ сасăлама хăнăхнипе çӳреççӗ суйлава. Вӗсем ытларах чухне влаç майлă сасăлаççӗ, вӗсен тӗп критерийӗ – пенсие вăхăтлă пачччӗр. Кам пенси парать, çавăншăн (унăн представителӗшӗн) сасă парăнать. Сасăлама килмесен – тепӗр схема ӗçлет ​ – сан патна (эс ватă, утаймастăн тесе, халь тата ватă çынсен самоизоляцийӗ те витӗм кӳрет) суйлав комиссийӗн членӗсем килне килеççӗ. Çапла ялта мӗн пур пенсионер сасăлать, сасăласси килмесен те.

Ӗçсӗррисем çине, ютра ӗçлекенсем çине, хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекенсем çине суйлав комиссийӗ те, сельсовет та витӗм кӳреймеççӗ тесе шутлăпăр. Анчах ял хула мар, кам ăçта иккенне пурте пӗлсе тăраççӗ. Камашăн бюллетень тултарма юрать, камшăн – çук. Комисси пайташӗсен 18 çултан иртнӗ тăван-пӗтенӗсем те «алăра» темелле. ​ Эпӗ пурте ун пек тăваççӗ тесе каламастăп, пултараççӗ тетӗп. Мӗншӗн тесен вӗсен процент кăлармалла. Яллă районсенче вара процентсем пӗринчен пӗри иртеççӗ. Çакнашкал схема çулран çул туптанса пынă пек туйăнать.

Ялти сасăлама пултаракан 100 çынран 20-шӗ бюджетник пулччӗр, 40-шӗ пенсионер, акă сана 60 процент пур та. Ытти пит пӗлтерӗшлех те мар. Пăхар-ха республикăри статистикăна. Çапла иртнӗ суйлавра Тутарстанри суйлакансенчен 68,8 проценчӗ сасăланă, тесе пӗлтерет ЦИК. Шутласа пăхăр-ха, 3 кунра сасă пама пултаракан çынсен 69 проценчӗ! Камсем сасăламаççӗ? Паллах, чи нумаййи – çамрăксем. Вӗсене ниепле те суйлав участокне илсе килме çук. Ку йывăрлăх пӗр çул кăна тăсăлмасть ӗнтӗ. Çакна сиссе суйлава ирттерекенсем, сасăлама килекенсен хушшинче чаплă телефонсем вылянтараççӗ те ӗнтӗ. Бюджет тытăмӗнче ӗçлемен çынсене илӗртес тесе пысăк хуласенче Мускавран чӗнтернӗ çăлтăрсене явăçтарса концертсем тăваççӗ, вӗсене курма кӗрес тесен санăн сасăлани çинчен калакан хут пулмалла.

Ыйту çуралать. «Пурне те хирӗç» графа пулнă пулсан бюллетеньре, е хальхи Президента хирӗç вăйлă альтернативăллă кандидат тухнă пулсан, килнӗ пулӗччӗç-и ытти 31 процент сасăлакан суйлав участокне? Пулма пултарать. Ав, Белоруссире мӗнле килсе тухрӗ. Унта диктатура тетпӗр пулсан та, «Пурне те хирӗç» графа пур сасăлав хутӗнче. Кашни кăмăл тăвакана вăхăт та çитмен сасăлама, бюллетеньсен урнисем тулса ларнă. Суйлав участокӗсен умӗнчи ун пек пысăк черетсене эпир Раççейре хăçан та пулин куратпăр-ши?

Паллах, Рустам Минниханов сасăлакансем ​ участоксене 100 проценчӗпех килсен те çӗнтеретчӗ тесе шутлатăп. Иккӗленӳ çук. Уншăн панă 88,3 проценчӗ те хуша-хуша пухăнман-тăр. Мӗншӗн тесен, Тутарстан, кӳршӗ регионсемпе танлаштарсан, ăнăçлă, аталанакан регион. Хальхи инфраструктура кунта хуласенче кăна мар, ялсене те çите пуçларӗ. ​

Тепӗр енчен, камшăн тата сасăламалла вăл списокра? Вăлта тытса тăракан пулăçăшăн-и? Е Жириновский пек кăшкăрашаканшăн? Ытти кандидатсенчен пӗри те паллă çын мар. Республикăри телеэфирта панă тӳлевсӗр вăхăтпа усă курса вӗсенчен пӗри те халăха ӗнентереймерӗ пулмалла. Суйлав гонкинче КПРФ кандидачӗ çукки те Минниханов майлă мар сасăлакансен шутне чакарчӗ-тӗр. ​

Интрига пулмасан, халăх сасăлава хутшăнасшăнах мар. Усăсăр ăна гражданла тивӗç пирки аса илтерни. Хăй пӗлтерӗшӗпе республикăри иккӗмӗш парламентăн – Хусан хулин Думин – вырăнӗсемшӗн пынă кӗрешӳре чăнах та интрига пурччӗ. Халăхăн 25 депутата пӗр мандатлă округсенче суйламаллаччӗ, 25-шне парти списокӗсемпе. Сентябрӗн 13-мӗшӗнчи суйлавсен пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, парти списоксемпе Хусан Думине «Единая Россияран» 18 çын, КПРФран 4, «Справедливая Россияран» 3 çын суйланнă. Пӗр мандатлă суйлав округӗсемпе 16 единорос, 5 самовыдвиженец, «Коммунисты России», «Партия роста», ЛДПР, «Справедливая Россия» патрисенчен пӗрер çын суйланнă.

Шӗкӗр хула думи çамрăкланни сисӗнет. Вăтам çул – 43. Мэр пулма Хусан депутачӗсем каллех Ильсур Метшина суйларӗç. Унсăр пуçне урăх кандидатура та тăратман. Альтернатива çук.

Кӗскен каласан, çапларах лару-тăру. Тата мӗнле çӗнӗлӗх кӗтет пире малашне суйлав процедуринче, калама хӗн. Майӗпен-майӗпен электронлă сасăлав рельсисем çине тăратпăр пулмалла.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X