Инвадид-спортсменсене условисем туса памалла
2022 ҫулхи сусӑрсен хӗллехи ятарлӑ Олимпиадинче Тутарстан кашни спорт тӗсӗнче спортсменсене тӑратать. Пирӗн спортсменсем паролимпиадӑра та сурдолимпиадӑра та хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ
Пӗлтӗр Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑпа спорта аталантармалли Стратегине йышӑннӑ. Унта мӗн пур ҫын валли спортпа аппаланмалли условисем туса памалла тесе ҫырнӑ.
Тутарстанра спортпа активлӑ аппаланакан ҫынсен шучӗ 600 пинрен иртнӗ. Кашни ҫул ҫак хисеп 2-шер процента ӳссе пырать. Республикӑра 11 пин ытла спорт объекчӗ. Анчах та инвалидсене вӗсенчен 18 проценчӗ ҫеҫ йышӑнаять.
Инвалидсене спорта явӑҫтарас, вӗсене условисем туса парас ыйтӑва паян Мамадышра сӳтсе яврӗҫ. Унта ТР Спорт министерствин адапиивлӑ спорта халалланӑ тулашри коллегийӗ иртрӗ. Ӑна республикӑри спорт министрӗ Владимир Леонов ертсе пычӗ.
Инфраструктурӑна Хусанта кӑҫал ятарласа адаптивлӑ спорт сооруженине тунӑ, унта 26 тренер ӗҫлет, 257 сусӑр ача сывлӑхне ҫирӗплетет. Инвалидсен спорт пӗрлешӗвӗ ҫулталӑкне 18 спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерет. Унӑн ертӳҫи, Республикӑри адапиивлӑ спорт шкулӗн директорӗ Фарида Сафиуллина палӑртнӑ тӑрӑх, инвалид-ачасенчен 28 проценчӗ физкультурӑпа туслӑ. Анчах та общество пур чухне те вӗсем пуррине кирлӗ пек йышӑнасшӑн мар. Инвалидсен спортне аталантарма патшалӑх ҫулталӑкне 4 млн тенкӗ уйӑрать. Ку укҫа, паллах, ҫителӗксӗр. Юрать-ха республика Президенчӗ пулӑшу парса пырать.
Мамадыш районӗнче 207 инвалид-ача, 18 ҫултан аслӑраххисем 2,5 пин ҫын ытла. Кунта сусӑр ачасене спорта явӑҫтарас ӗҫе район ертӳçи хӑй тимлесе тӑрать.
"Хӑшӗ-пӗрисемшӗн килӗнчен урама уҫӑлма тухни те телей, – терӗ Мамадыш районӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Иванов. – Эпир вӗсене сывлӑхне ҫирӗплетме условисем туса пама тӑрӑшатпӑр. Инвалидсен хӗллехи ятарлӑ Олимпиадинче хутшӑнакан спортсменсенчен 8-шӗ Мамадышран пулаҫҫӗ".
2022 ҫулхи сусӑрсен хӗллехи ятарлӑ Олимпиадинче Тутарстан кашни спорт тӗсӗнче спортсменсене тӑратать. Пирӗн спортсменсем паролимпиадӑра та сурдолимпиадӑра та хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев