Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инвалидсен нуши-терчӗсене ытларах ҫынсене пӗлтересшӗн

Инвалидсен халӑхсен хушшинчи кунӗнче "Доступная среда" тоталлӑ тест иртет

Декабрӗн 3-мӗшӗнче сусӑрсене юрӑхлӑ хутлӑх тата инклюзивлӑ хутшӑнусем йӗркелемелли Пӗтӗмраҫҫейри обществолла онлайн-акци иртет. Ӑна Инвалидсен халӑхсем хушшинчи кунне халалланӑ.

Теста раҫҫейсем инвалидсен проблемисем ҫинчен нумайрах пӗлччӗр, вӗсемпе калаҫма вӗренччӗр тесе йӗркелеҫҫӗ.
Кашни кӑмӑл тӑвакан тест иртме пултарать. Кӑҫал услугӑсемпе тивӗҫтерекен организацисен тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен представителӗсемшӗн йӗркеленӗ тӗп тоталлӑ тестсӑр пуҫне шкул ачисем валли те уйрӑм тест иртет.
Акци декабрӗн 3-мӗшӗнче шкул ачисемшӗн 8:30 сехетре пуҫланать, аслисемшӗн 10:00 сехетре.
Хутшӑнас тесен  https://edu.rirportal.ru/total-test/ сайтра регистрациленмелле. Регистраци хыҫҫӑн харпӑр кабинета кӗме ссылка килет, унпа декабрӗн 3-мӗшӗнче тест иртме пулать.
2019 ҫулта теста ҫӗршыври 72 регионран 14 пин ҫын хутшӑнни.
Проекта Пӗтӗмраҫҫейри наци фрончӗ пурнӑҫа кӗртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев