Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инвалидсене социаллă тӗрев пама Тутарстан 2,7 млрд тенкӗ янă

«Çулталăк тăршшӗпе республика шайӗнче хăйӗн тӗревне парса пырать. Çемьесенче тӗрлӗрен сусăр ачасем пур пулсан, эпир тупăшсене пурнас минимум таранччен çӗклетпӗр. Эпир харпăр хушма тӳлев паратпăр, мӗншӗн тесен çакнашкал çемьесене тӗрев памаллин кирлӗлӗхне пӗлетпӗр», – тесе палăртнă ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова.

Çавăн пекех Тутарстанра пӳре çителӗксӗрлӗхӗпе тата онкологи чирӗсемпе аптăракансене сипленнӗ вырăна çити тата каялла килме çул укçине саплаштарасси йăлана кӗрсе пырать. «Раççей Федерацийӗнчи инвалидсене социаллă тӗрев парасси çинчен» федераллă законпа килӗшӳллӗн, республикăра пурăнакансене çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшӗн тӳленӗ çӗрте льготăсем парăнаççӗ. Çак субсидисемпе льготăсене 250 пин инвалид, çав шутра 15 пин сусăр ача илеççӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев