Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ирĕк памасан манăн ачана прививка тума пултараççĕ-и? 

Юлашки вӑхӑтра коронавируспа ачасем нумай чирлени ҫинчен илтме пулать. Ҫавна кура ачасене тума юракан «Спутник М» вакцина пирки нумай ыйту ҫуралать. Пушкӑртстанри "Урал сасси" хаҫатӑн ӗҫченӗсем тухтӑрсене ыйтусем панӑ. 

Мĕн вăл «Спутник М»? 

- «Спутник V» вакцинăн тĕрĕслев витĕр иртнĕ лайт варианчĕ, анчах пилĕк хут йăвашрах. 

Мĕншĕн тумалла? 

Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, кăшăлвируспа чирленĕ вунă çынран пĕри – ачасем. 

«Спутник М» вакцинăн миçе компонент? 

«Спутник V» вакцинăнни пекех икĕ компонент. 

Ăна тĕрĕслесе пăхнă-и? 

Икĕ пине яхăн çамрăк хăйсен ирĕкĕпе Мускав хулинчи клиникăра вакцина тутарнă. Вунă çынран тăххăрăшĕн антителасем çирĕпленнĕ. 

Начар енĕсем пур-и? 

Чи начар енĕ - ÿт температури 37,4 таран хăпарни, сайра хутра - сунас, пуç ыратни. Пĕр-икĕ кунтан вĕсем те иртеççĕ. 

Ирĕк памасан манăн ачана прививка тума пултараççĕ-и? 

Вун пилĕк çула çитнĕ ачасем тумалла-и, çук-и, хăйсемех йышăну тума пултараççĕ. Анчах та хăйсен ирĕкĕпе тăвасси çинчен килĕшÿ çырмалла. Кĕçĕнннисемшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. 

Прививка тăвас теменнисене мĕн кĕтет? 

Влаçрисем прививка туманнисен тĕлĕшĕпе нимĕнле чарусем те шутласа кăларман. 

Прививка тума юрамасть пулсан? Камран ыйтса пĕлмелле? 

Хăвăр ачăра кăшăлвирусран хÿтĕлес тетĕр пулсан поликлиникăна çитсе килмелле. Хальлĕхе урăхла центрсем çук. Вакцинăсем питĕ сахал. Врачсен кама тума юраманни çинчен калакан список пур. Ыйтcа пĕлĕр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев