Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ирина Трифонован çӗнӗ кӗнеки кун çути курчӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче ачасем валли ҫырнӑ ҫӗнӗ кӗнекесем тухсах тӑраҫҫӗ, çав шутра Чăваш Республикин тулашӗнче пурăнакан çыравçăсен хайлавӗсемпе те.

Ирина Трифонова ячӗ кӗнеке вулакансемшӗн ҫеҫ ҫӗнӗ пек туйӑнма пултарать, хаҫат вулаканӗсем "Суварӑн" тӗп редакторне аван пӗлеҫҫӗ. Илемлӗ литературӑна вӑл Раман Иринкки псевдонимпа кӗчӗ. 2003 ҫулта Шупашкарта унӑн пӗчӗк ачасем валли ҫырнӑ "Асра юлнӑ кунсем" кӗнеки тухнӑччӗ. 2004 ҫулта Ирина Федоровна хайлавӗсем "Шурӑ туй кӗпи" сборникра пичетленсе тухрӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Ирина Трифонован ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ, ӑна аслӑ ҫулти шкул ачисене вулама сӗннӗ.
"Тӑлӑх" ятлӑ кӗнекене авторӑн тӗрлӗ вӑхӑтра ҫырнӑ калавӗсем кӗнӗ. Унăн тиражӗ 1000 экземпляр. 

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председательне çӗнӗ кӗнеке тухнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр, пултарулăхра çитӗнӳсем тума сунатпăр!

Редакци

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев