Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ирина Трифонован калавӗсенче ачасем валли те, ашшӗ-амăшӗ валли те вӗренмелли, асра тытмалли нумай…

Çӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухни кӗнеке издательствишӗн те, кӗнеке редакторӗшӗн те, вулама юратаканшăн та чăн-чăн уяв. Кӗнеке авторӗшӗн – капашсăр савăнăç. Талантлă çыравçăн кӗнеки кун çути курсан – пушшех те. Темиçе алă витӗр тухса редканаш йышăнăвӗпе темплана кӗнӗ кӗнеке вара, алă çупса, ура! кăшкăрса кӗтсе илнине тивӗç. Çавăн пек кӗнеке ман аллăмра. Чăваш кӗнеке издательствинче 1 пин тиражпа пичетленсе тухнăскер «Тăлăх» ятлă. Кӗнеке редакторӗ – паллă çамрăк çыравçă Ольга Леонидовна Фёдорова. Ольга Васильева пек те пӗлет ăна вулакан. Кӗнеке авторӗ – Ирина Трифонова. Вăл Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачӗн тӗп редакторӗ. Раман Иринкки ятпа та пичетленкелеççӗ унăн хайлавӗсем.

Эпӗ вара çыравçăн пӗрремӗш, 2003 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Асра юлнă кунсем» кӗнекине алла илсе вуласа тухнă. Вăл кӗнеке кӗçӗн çулхи ачасем валли çырнăскерччӗ. Ман алла çак кӗнеке ăнсăртран лекрӗ. Эпӗ ачасем валли çыракан авторсене темшӗн пысăкрах тимлӗх уйăратăп. Хам ачасем валли нумай çырнипе те çыхăннă пуль çакă.
Ку кӗнекене заказ параканӗ Тутарстанри Вӗрентӳпе наука  министерстви иккен. Апла пулсан, вӗрентӳ чиновникӗсем ун чухнех асăрханă Тутарстанăн тулăх çӗрӗ çинче ачасем валли çыракан пултаруллă çыравçă «çуралнине». Ун чухне Ирина 26 çулта кăна пулнă-ха. Çавăн пек çитӗнӳ! Ирина Гордеева тесе палăртнăччӗ автора. Çавăн чухне Ирина манăн тăван Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснине пӗлтӗм. Савăнтăм. Ун хыççăн эпӗ Ирина Гордеевăна литература анинче çухатрăм. Хăйӗнпе вара 2016 çулта профессилле писательсен пухăвӗнче Шупашкарта паллашма тӳрӗ килчӗ. Вăл Трифонова хушаматпа çӳрет иккен. Союза ун чух С.Л.Павлов ертсе пыратчӗ. Вăл сӗннипе Николай Сорокинпа Ирина Трифоновăна уççăн сасăласа писательсен пӗрлӗхне илтӗмӗр. Йăнăшман иккен эпир ун чух: Ирина Трифонован пултарулăхӗ çулсерен туптанса пычӗ. Çакна «Тăлăх» кӗнеке те уççăн кăтартса парать.
Кӗнеке икӗ пайран тăрать. Вун ултă çултан аслăрах ачасем валли тенӗ пулсан та, аслисене те, кӗçӗн класра вӗренекенсене те кăсăклантарать пуль тетӗп.
Питӗ савăнса, кăсăкланса вуласа тухрăм кӗнекене. Хайлавсем вулакана тыткăнлаççӗ. Геройсемпе пӗрле вӗсен пурнăçӗпе пурăнатăн: савăнатăн, хуйхăратăн, кӗрешетӗн…
«Венецире çуралнă юрату» хайлава илес пулсан, ăна ытларах очерк мӗлӗпе çырнă пек туйăнать. Çулçӳревре çырса пынисем. Авторăн журналистла пултарулăх, çивӗч ăс-тăн, пурне те асăрхакан çивӗч куç, турă панă талант. Сюжечӗ çӗнӗ мар пулсан та автор ăна интереслӗ, хăйне майлă калав шайне çывхартнă. Венецире асамлă кӗпер пур. Çав кӗпер çинче тупа тусан, юрату ыйтсан, юратакан чӗресем пӗрлешеççӗ иккен. Çапла пулса тухнă та ӗнтӗ Питер пики Ленăпа итальян каччин Джованнин. Вулакана интереслӗ пуласса иккӗленместӗп.
Чуна витермелле çырса кăтартнă «Айăп» калавра пӗчӗк Надя çинчен. Акă вăл пурнăçран ир уйрăлса кайнă ашшӗн портретне курать. Унăн пӗчӗк чунӗнче вара каçарайми туйăм çуралать: кунта ырату та, курайманлăх та… Мӗншӗн-ха ашшӗ вӗсене пăрахса кайнă? Мӗншӗн пӗрле пурăнасси килмен унăн? Уншăн хуйхăрса амăшӗ чирленӗ. Надя ăна чӗрӗ тесе шутланă-çке. «Эсӗ кирлӗ мана, кирлӗ…» – пӗр сас кăлармасăр ӗсӗклерӗ ача.
Ачан психологине лайăх ăнланни курăнать кунта. Хальхи вăхăтра, тӗрлӗ сăлтава пула, аттесӗр çитӗнекен ача нумайланчӗ. Надьăна кирлӗ пекех, пурне те вӗсене ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пурăнни кирлӗ. Тулли мар çемьере ача хăйне телейсӗр туять. Чунӗнчи ыратăвне Надя ашшӗн портретне чӗркелесе кăларасшăн. Ку калава куççульсӗр вулама çук. Кашнинех вулаттарас килет ăна.
Хайлавсем тӗрлӗ шайра. Анчах та вӗсенче ачасем валли те, ашшӗ-амăшӗ валли те вӗренмелли, асра тытмалли нумай…
Пур калава илсен те Ирина Трифонова пурнăç çине психолог куçӗпе пăхни курăнать.
Вӗрентсе каласа çитересшӗн тăрăшмасть вăл вулакан патне калас тенине. Сюжетсем, геройсем хăйсем хистеççӗ кӗнекене алран ямасăр вуласа тухма. «Ăçта эс, психолог?», «Аннене качча пани», «Тăлăх» тата ытти калавсем пурнăç çине çиелтен пăхакана шухăша ярасса шанас килет… Атте-аннен йăнăшӗ пирки мӗн чухлӗ ачан чунӗ пӗчӗклех аманса юлать…
Кӗнекери нумай калав ача-пăчапа çыхăннă. «Лёнькка мыскарисем» текен ярăм мана ытларах та тыткăнларӗ. Сюжет енчен илсен калавсенче ачасен пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ, шухăшӗ-кăмăлӗ, ӗмӗчӗ-тӗллевӗ, айкашăвӗ-хăтланăвӗ, айванлăхӗ тӗпре тăрать. Хайлавсем калăпăшӗпе питӗ меллӗ, килӗшӳллӗ. Вӗсенче, вӗрентсе каламасăрах, вӗрентес, ăс парас туртăм пысăк. Çакă çыравçă пултарулăхӗнче чи кирли те ӗнтӗ. Хайлавсем сăнарлăхпа илемлӗх тӗлӗшӗнчен пуян. Çав вăхăтрах çыравçăн чӗлхи ансат. Эпӗ кашни хайлава уйрăммăн тишкерме тӗллев лартман. Акă «Пуху» калава илер-ха. Мӗнле интереслӗ çырса кăтартнă кунти лару-тăрăва Ирина Трифонова. Ку калава вулакан ача та, учитель те, ашшӗ-амăшӗ те йăл кулӗ, çав вырăнта хăйне курӗ.
Арçын ачасем тăхтав вăхăтӗнче тӗркӗшме пуçланă, çапăçсах кайнă. Çапăçăва Сеня пуçланă иккен. Пухăва çак пулăма сӳтсе явма пуçтарнă. Ашшӗ-амăшӗпе пӗрле арçын ачасене те чӗннӗ. Хӗрачасен айăпӗ çук иккен кунта. Тухса калаçакан ашшӗ-амăшне итлесен шухăша каймалăх пур: кашниех хăй ачине хӳтӗлесшӗн… Çак пуху хыççăн Лёнькка хăй валли пӗтӗмлетӳ тăвать: Сеня начар ачах та мар иккен. Ун çумӗнче лайăх вӗренекен, йывăр лару-тăрура пулăшу аллине тăсса паракан юлташ кирлӗ. Çакна ăнланса илме Лёньккана амăшӗ пулăшать. Эпӗ Евгений Турхан каланипе çӗр проценчӗпех килӗшетӗп. Кашни ачан вӗренӳ сӗтелӗ çинче пулмалла «Тăлăх» ятлă кӗнеке. Тата хушса каланă пулăттăм: «кашни ашшӗ-амăшӗ ачипе пӗрле вуласан, тишкерсен лайăх пулӗччӗ». Эпӗ критик мар. Çак статьяна çырма мана эп çуралса ӳсне тулăх Çӗпрел çӗрӗ пултаруллă, хастар çыравçа сӗткенне парса, сăпкинче ярăнтарса çӳллӗ шая çитме пулăшни хистерӗ…
Пултаруллă çыравçа сывлăх, телей, юрату, пултарулăхра çӗнӗ çитӗнӳсем сунса çак сăмахсене калас килет:
Сывлăху пултăр çирӗп,
Калемӳ пултăр çивӗч…
Пултарулăх анинче
Сартăр ытамне тӗнче…
Повесть çырăнтăр, роман…
Пултарулăх пысăк сан.    

 

Валентина ТАРАВАТ,
ЧР Профессилле писательсен, РФ Писательсен союзӗсен пайташӗ.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.      

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: книжные новинки