Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Ирсерен чупни сывалма пулăшнă

Çак хӗрарăма асăрхамасăр иртсе кайма май çук: унăн сăн-питӗнче яланах йăл кулă çиçет.

Эпир Елена Григорьевнăпа чупакансен ăмăртăвӗнче паллашрăмăр. Вăл «45 çултан аслăраххисем» категорире ăмăртăва хутшăнчӗ. Çак хӗрарăма асăрхамасăр иртсе кайма май çук: унăн сăн-питӗнче яланах йăл кулă çиçет. Тата çак маттур хӗрарăм 1 метр та 40 сантиметр çӳллӗш çеç. 

Елена мана хăй ачаран инвалид пулни пирки каласа пачӗ. 

– Халь, ав, эпӗ пӗрмаях йăл кулатăп, анчах та ялан апла пулман, – терӗ Елена калаçăва пуçланă май.

Елена Ферапонтова Кивӗ Матак ялӗнче çемьере саккăрмӗш ача пулса çуралнă. 10 çулта чухне чӗре чирне пула амăшӗ вилсе кайнă. 

– Анне, Клавдия Константиновна, шкулта техничка пулса ӗçлетчӗ. Шел пулин те, эпӗ аннене питех астумастăп халь. Вăл ялан ӗçлетчӗ, пире ачашласа ларма вăхăчӗ пулман. Атте, Григорий Иванович, анне вилсен пире, çичӗ ачине (асли, Люба, качча кайнăччӗ ӗнтӗ), пӗчченех ӳстерчӗ. Вăл «Алькеевский» совхозра конюхра ӗçлетчӗ. Пире ура çине тăратас тесе пӗр ӗçрен те пăрăнмастчӗ. Атте нихçан та эрех ӗçмен, пирус та туртман, – каласа парать Елена. – Тăлăха юлсан эпӗ сасартăк чирлеме пуçларăм – тăна çухататтăмччӗ. Тухтăрсем мана «эпилепси» текен диагноз лартрӗç, вăхăтра хăйсем патне пымалла пулнă терӗç. 

Каярах паллă пулнă тăрăх, кукамăшӗ çак чирпе аптранă пулнă иккен. Çемьере урăх пӗр çынна та парăнман вăл. 

– 9 класс пӗтерсен эпӗ вырăнти профессилле училищӗне повар-кондитера вӗренме кайрăм. Райцентра çуран каяттăмăрччӗ, пӗччен çӳреме шикленеттӗм, паллах, – вӗреннӗ вăхăтсене аса илет Елена. 

Профессипе çулталăк ӗçлесен вăл тăван ялне таврăннă – ашшӗне хуçалăхра пулăшас тенӗ. Ӗçе юратакан хӗре совхоза техничка пулса ӗçлеме илнӗ. 

Чирне пăхмасăрах Елена яланах пур çӗрте те хастар пулма тăрăшнă – клубри концертсене те, ташăсене те çӳренӗ. 2000 çулта Анат Альмурзинăри Андрей Челнокова качча тухнă. 

– Эп ăна хамăн диагноз пирки тӳрех каларăм. Вăл мана мӗнле пур, çапла йышăнчӗ, ăнланчӗ, тен, шеллерӗ те пулӗ. Çулталăкран пирӗн Диана хӗр çуралчӗ, – каласа парать Елена. 

Малашнехи пурнăçра савăнăçӗ те нумай пулнă, чирӗ çеç канăç паман çак чипер, ырă чун-чӗреллӗ хӗрарăма. 

– Юхмачинче кафере ӗçлеттӗм. Хама питӗ япăх туйнă чух мана хуняма Наталья Ивановна пулăшатчӗ. Пӗрремӗш пулăшу паратчӗ вăл – ал-урана сăтăратчӗ, укол тăватчӗ, çакăншăн эпӗ ăна мӗн ӗмӗр тăршшӗпех тав тăватăп, – хунямăшне çав тери хисеплени, юратни çак пӗчӗк, анчах та вăйлă хӗрарăмăн кашни сăмахӗнчех туйăнать. – Тухтăрсем ятарлă хусканусем тума, хама лăпкă тытма хушаççӗ. Анчах та Андрей ӗçме пуçларӗ, кун пек чух мӗнле кулянмăн-ха? Дианăпа кӳршӗсем патне тарса каçни те пӗрре мар пулнă. Ӗçекенпе пурăнса курман çын çакна ăнланмасть те пулӗ, – хăйӗн упăшки пулнă çын çинчен аса илме çăмăл марри туйăнать хӗрарăм каласа панă чух. 

13 çул пӗрле пурăннă хыççăн Еленăпа Андрей уйрăлнă. Халь Андрей те, унăн амăшӗ те çут тӗнчере çук ӗнтӗ. Лена уйрăлсан хӗрӗпе пӗрле ашшӗ килне таврăннă. Ашшӗ çав вăхăтра шăпах хытă чирлеме пуçланă, ăна пулăшу кирлӗ пулнă. Тивӗçлӗ канăва тухнă пирки вăл инвалидлăх тутарман. 

Елена, инвалид пулнипе пенси илнӗ пулсан та, нихăçан та алă усса ларман. Райцентрти пӗр лавккана уборщицăна ӗçе вырнаçнă вăл. Кашни кун е çула май машинăпа, е çуранах ӗçе çӳренӗ. 

Хӗрӗ Диана кондитера вӗреннӗ, халӗ Санкт-Петербургра пурăнать, качча тухнă. Упăшкипе пӗрле час-часах амăшӗ патне хăнана килет Диана. Амăшӗ вара хӗрӗпе кӗрӳшӗ килнӗ çӗре чи тутлă апат – чăкăт, хуплу, качака сӗтӗнчен хатӗрленӗ тăпăрчран тунă вӗтӗ кукăль – янтăлать. Кӗрӳшӗ уйрăмах хунямăшӗ пӗçернӗ пулă шӳрпине кăмăллать. 

Пӗрре çапла хăнана килсен Лена хӗрне Вова пиччӗшӗпе –

Владимир Рыжковпа – паллаштарнă. Вăл Кивӗ Тахтал ялӗнчен иккен. Элеваторта ӗçлет, ӗçмест, туртмасть, лăпкă, ӗçчен. Владимир Геннадьевич хăй вăхăтӗнче Чечняра службăра тăнă, пӗрре те авланман. Елена унпа интернет урлă паллашнă, тӗл пулнă та кăштахран пӗрле пурăнма пуçланă. Пасарлă Матакра пысăк пахчаллă çурт тара илнӗ вӗсем. 

– Диана Владимира малтанхи кунранах атте теме пуçларӗ. Ку ун ӗмӗчӗ пулнă пуль, урăх мӗнле ăнлантарăн? Ачана атте кирлех çав. Хамăн атте ак çичӗ çул çук ӗнтӗ. Ăна аса илмен кун иртмест манăн... Кашни çемьерех ашшӗ те, амăшӗ те пулмалла, аслисен усал йăлисем ачасене телейлӗ пулма ан чăрмантарччăр, – хăйӗн шухăшне пӗлтерет Лена. 

Владимирăн тăванӗсем Еленăна ăшшăн йышăннă, çырăнма сӗнеççӗ иккен. Тăхтăр-ха, чи пӗлтерӗшли пирки çырма чутах манман: Елена Челнокова хăйӗн чирне çӗнтернӗ! Чăнах! Спортпа таслашни, ыррине шанни, Турра ӗненни, пурнăçра хастар пулни чире çӗнтерме пулăшнă ăна. 

– Хӗрӗм пӗчӗк чухнех чупма тытăнтăм. Кашни ир тухса темиçе километр чупаттăм. Хама япăх туйнă вăхăтсенче пӗр-икӗ кун чупмастăмччӗ, унтан каллех пуçлаттăм. Халӗ вара кашни ир чупатăп, ăмăртусене хутшăнатăп. Ак, нумай пулмасть Пенси фончӗн районти уйрăмӗшӗн чупрăм, унта техничкăра ӗçлетӗп. Манăн девиз: «Яланах малалла, парăнмалла мар!» – тет Елена. Мӗнех калăн ку сăмахсене илтсен, питӗ аван! (Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество