Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иртекен эрнери кӗске хыпарсем

ӖПХӲ хулин 450 çулхи юбилейне паллă тума хатӗрленнӗ май, урамсене тирпей кӗртме тытăннă. «Таса тӳпе» проектпа Ленин, Пушкин, Коммунистически урамӗсенчи çулсемпе тротуарсем çийӗн иртекен йывăр электрокабельсене илсе çӗр айӗнчен ярӗç. Ку ӗçе 2022–2024 çулсенче пурнăçлӗç.

ЧĂВАШ патшалăх пукане театрне «Чи лайăххи – ачасене» пахалăх паллипе чысланине пӗлтереççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. «Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасемпе искусство терапийӗ» театр юхăмӗн хӳттинче инвалид ачасемпе ӗçленӗшӗн тивӗçнӗ вăл ăна. Аса илтеретпӗр,  программăна РФ Обществăлла палати, РФ Патшалăх Думин Федераллă Пухăвӗн, Президент Администрацийӗн, РФ Правительствин, «Единая Россия» партин, министерствăсемпе ведомствăсен тӗревӗпе ӗçлекен обществăлла организацисемпе пӗрле хатӗрленӗ.

* * *
Çӗнӗ Шупашкарта ятарлă экономика зони йӗркеленес шанăç пысăк. Заявкăна Раççей Экономика аталанăвӗн министерствине кăçал сентябрь уйăхӗнче ярса панă. ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев «РИА Новостине» панă интервьюра пӗлтернӗ тăрăх, документсен пакетне хатӗрлесе çитернӗ ӗнтӗ. РФ Правительство комиссийӗ пăхса тухса татăклăн йышăну тумалла. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, Çӗнӗ Шупашкарти ЯЭЗ-че ӗçлеме кăмăл тунă инвесторсем пур. «Стар Нафта» тулли мар яваплăхлă общество аш-какай комбиначӗ, «Звениговский» хуçалăх çăнăх, макарон, çăкăрпа булка, кондитер изделийӗсем, «Партвуд» йывăç сӳсӗллӗ плитасем, «Группа Оргсинтез» кальци гипохлоричӗ, «Бопланета» инновациллӗ технологипе полилактид кăларма планлаççӗ. О.Николаевăн шучӗпе, вӗсен тӗллевӗ экономикăна аталантарнипе пӗрлех «Химпром» ПАОна экологие вараламан «симӗс предприятие» çавăрасси.

УЛЬЯНОВСК текех ӗмӗтри хула пулманнине Ульяновскстатăн регионти социаллă экономика лару-тăрăвӗн отчечӗ пӗлтерет. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа кунтан 10075 çын урăх регионсене, 524-шӗ СНГ çӗршывӗсене, 87-шӗ ют çӗршыва куçса кайнă, тепӗр 8 пинӗшӗ регион ăшӗнчех пӗр вырăнтан тепӗр вырăна пурăнма куçнă. Пӗлтӗр хулапа облаçран 10073 çын куçса кайнă. Кăçал 10 пин çын куçса килнӗ, вӗсенчен 2003-шӗ ют çӗршыв çынни, 1713-шӗ СНГран, тепӗр 290-шӗ ытти çӗршывсенчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев