Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Мускавпа Питӗрте Акатуйсем иртнӗ

Мускаври Акатуйра Леонид Черкесов хăнара пулнă, Питӗрте – Олег Николаев

 

Çӗршывăн шӗкӗр хулинче вăл малтанхи çулсенчи пек ВДНХ территорийӗнче мар, Национальноçсен Çурчӗн картишӗнче иртнӗ. Чăваш Республикин пултарулăх ушкăнӗсемпе пӗрле Мускавпа Мускав облаçӗн, Ульяновск облаçӗн, Пушкăртстанăн Якутин артисчӗсем сцена çинчен юрласа ташланă. Пухăннă çынсене Чăваш Республикин ПАтшалăх Канашӗн Председателӗ – вăлах Федераллă Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи – Леонид Черкесов, паллă артист Станислав Садальский тата ытти пысăк хăнасем саламланă.  

Питӗрти чăвашсен Акатуйне Олег Николаев хăй килсе курнă, вăл шăпах Çурçӗрти шӗкӗр хулари экономика форумне хутшăннă пулнă. Чăвашсемпе марисем Питӗр çумӗнчи Всеволожскра пухăннă. Акатуйпа Пеледыш пайрем пӗр сцена çинче иртнӗ. Кунти уяв Мускавринчен кăшт анлăрах пулнă. Программăна спорт ăмăртăвӗсем те, ал-ӗç ăстисен куравӗ те, халăх апат-çимӗçӗпе сăйласси те кӗнӗ.

Уява килнӗ май, Чăваш Ен Пуçлăхӗ Санкт-Петербургра пурăнакан ентешӗсемпе те тӗлпулма вăхăт тупнă. Çавра сӗтел хушшине Питӗрти икӗ чăваш пӗрлешӗвӗн пуçлăхӗсем те (Валерьян Гавриловпа Владимир Живов) ларнă. Вӗсемпе пӗрле Чăваш наци конгресӗн Президенчӗ Валерий Клементьев та пулнă. «Çавра сӗтелре» енсем халăхсем хушшинчи хутшăнусене аталантарассине сӳтсе явнă. Çакнашкал тӗлпулусем питӗ кирлӗ, диалогра çӗнӗ идейăсем çуралаççӗ, пӗрлехи ӗçе малалла илсе пырас шухăшсем кӗреççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X