Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Иртни патне эп кĕтĕм çула май...»

Поэзие юратакансем Станислав Сатур пултарулăхне «Юхăмра», «Эпӗ» виçе«, «Чӗнӳллӗ çул», «Станислав Сатур сăввисем. Стихотворения Станислава Садура», «Кӗр ванчăкӗ» тата ытти кӗнекисем тăрăх пӗлеççӗ.

Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă черетлӗ кӗнекинче вара Станислав Николаевич Никоноров хăйӗн пурнăçӗпе тата пултарулăхӗпе анлăн паллаштарать. Автор ăна «Иртни патне эп кӗтӗм çула май... Я к прошлому зашел на огонек...» тесе ят панă.

Кӗнеке автобиографирен пуçланать. Кăсăклă самант — автобиографие малалла тăсакан таблица. Унта Станислав Сатур хăйӗн пурнăçне Çеçпӗл Мишшин кӗске кун-çулӗпе танлаштарса темӗн чухлӗ пӗрпеклӗх тупать: иккӗшӗ те пӗр тăрăхра çуралнă (Ушанарпа Касаккасси Шӗкӗр — юнашар ялсем), пуçламăш шкула иккӗшӗ те сакăр çулта кайнă, иккӗшӗ те ачаран ура чирӗпе асапланнă, икӗ çамрăк ачара пурте пулас ӳнерçӗсене курнă, иккӗшӗ те пӗр ӳсӗмре çурма тăлăх юлнă, иккӗшӗ те сăвăç чунӗпе çут тӗнчене килнӗ, мӗн ачаран купăс калама юратнă, иккӗшӗ те виçӗ çул вӗреннӗ хыççăн професси илнӗ, Киеври çар округӗн вӗренӳ полкӗнче радиопа телеграф ӗçне вӗреннӗ, иккӗшӗ те çамрăклах вăрçă тӳссе ирттернӗ, нумай виле курнă, Çеçпӗл — юратнă çыннипе, Сатур пулас мăшăрӗпе июнь уйăхӗнче паллашнă тата ытти те.

Хальччен Станислав Сатура сăвăç пек кăна пӗлекенсем ку кăларăмра унăн пултарулăхӗн тепӗр енӗпе паллашӗç. Кӗнекен пӗрремӗш пайне автор хăй сăмах ăстисен произведенийӗсем çинчен çырнă литературăпа критика статйисемпе рецензийӗсене, публицистика жанрӗпе тата тӗнчекурăмпа çыхăннă ӗçӗсене кӗртнӗ, 4-мӗш стройтрестри 46-мӗш строительство управленийӗнчи комсомол организацине ертсе пынă чух хаçат-журналта пичетленнӗ статйисемпе интервьюсем те пур. Хăй каланă тăрăх, вырăсла тухса тăнă хаçатсенчи çак малтанхи ӗçсем ăна пултарулăхра малалла ăнтăлма хавхалантарнă.
Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнче — Чăваш Республикин ăслăлăхӗпе культурин тава тивӗçлӗ ӗçченӗсен пысăк йышӗ Станислав Никоноров пултарулăхне хакланă, ун хайлавӗсене тишкернӗ ӗçсем.

«Иртни патне эп кӗтӗм çула май... Я к прошлому зашел на огонек...» кӗнекери статьясем вырăсла е чăвашла тухса тăракан пичет кăларăмӗсенче тӗрлӗ вăхăтра кун çути курнă, пӗрремӗш хут пичетленнисем те пур.

Галина АНТОНОВА.
О. Иванова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество