Ислам банкингӗ, инвестицисем
Ислам тӗнчипе килӗштерсе ӗçлени пӗр-пӗриншӗн усăллă пулмаллине палăртнă патшалăх ертӳçи .
Чикӗ леш енчи партнерсемпе Тутарстан Республики халăхсен хушшинчи хутшăнусенче йăлари ăс-хакăл пуянлăхӗсене тытса пырассине, историпе культура еткерне аталантарассине мала хурать. Ислам тӗнчипе килӗштерсе ӗçлени пӗр-пӗриншӗн усăллă пулмалла патшалăх ертӳçи. Çакă тӗп приоритетсенчен пӗри пулса тăрать.
Çак енӗпе KazanForum халăхсн хушшинчи экономика форумӗ питӗ ăнăçлă ӗçленӗ. Унăн витӗмӗпе иртнӗ мероприятисене çӗршыв ертӳçисем ырласа йышăннине пӗлтерчӗ Рустам Минниханов. 2023 çулта 80 çӗршыв хутшăннă форума.
Ислам çӗршывӗсемпе малашне те тӗрлӗ сулăмсемпе килӗштерсе ӗçлемеллиине каларӗ Рустам Нургалиевич – çамрăксен политики, халяль пурнăç йӗрки валли условисем тăвасси, наукăпа культура. Ислам çӗршывӗсенчен инвестицисем кӳресси партнерла финанссем çинчен йышăннă федераци законне пурнăçлани пулнине çирӗплетрӗ ТР Раисӗ.
Вăл Патшалăх Думин Тутарстан Респуликинчен суйланнă депутачӗсене закона шутласа çырнă, йышăннă çӗрте хастар пулнăшăн тав турӗ.
Пилотлă регион пулнă май партнерла финанссемпе çӗршывра усă курассипе эксперимент ирттерме право енчен лайăх условисем тумаллине астутарчӗ. Çав вăхăтрах ислам банкингӗпе ӗçлекен специалистсене хатӗрлессипе тата халăха, бизнеса ун çинчен ăнлантарассипе те ӗçлемелли çинчен каларӗ Р.Минниханов. Ку ыйтусене ăнăçлăн татса парассинче республикăн Мăсăльмансен ăс-хакăл управленийӗн ролӗ пысăк пулнине палăртрӗ.
Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев