Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Исламабадра Пакистанри тутарсен Канашне туса хума палăртаççӗ

Çакăн çинчен хăйӗн представительствине Кабулра тытса тăракан Раççейри мăсăльмансен ыркăмăллăх тата патриотизм фончӗн генеральнăй директорӗ Рустем Хабибуллин пӗлтернӗ

«Фонд ертӳçисен планӗсенче тутарсен съездне ирттересси. Унта Пакистан провинцийсенчи тутарсен тӗрлӗ общинисен ертӳçисем хутшăнмалла. Съездра Канаш пуçлăхне, ӗç тăвакан канаша тата ваттисен канашне суйламалла», - тесе палăртнă Рустем Хабибуллин. Ун шучӗпе туса хунă канашăн тӗп тӗллевӗ – тутар чӗлхипе культурине чӗртесси. Пакистанри тутарсем, Афганистанрисем пекех, хăйсен чӗлхипе калаçмаççӗ. Апла пулин те чухăнлăх вӗсене Раççей енне туртать. Плансенче вырăс чӗлхине вӗренесси те пур, çавăн пекех Пакистан Республикипе Раççей, çавăн пекех Тутарстан хушшинчи наукăпа вӗрентӳ, культура, суту-илӳпе экономика хутшăнăвӗсене тӗрев парасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев