Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИСТОРИ УРОКӖ АЧАШĂН ЧИ КИРЛИ

Нумай пулмасть Федор Степанович Казачкин 80 çул тултарчӗ Вăл пурнăç çулӗ çине тухнăранпах çамрăк ăрăва пӗлӳ парассишӗн тăрăшнă. Эпир паян сире çак тӗлӗнмелле çынпа паллаштаратпăр. Вăл патриотизмла воспитани этемрен çын тăвать тесе шутлать, кашни вӗренекенӗн тӗп предмечӗ вара Раççей историйӗ пулмалла.

Элкел районӗнчи Кивӗ Матакра пурăнакан Степан Федоровичпа Анастасия Порфирьевна Казачкинсен çемйинче Федя пӗртен-пӗр ача пулнă. Чăннипе çемьере унран малтан тата ултă ача çуралнă, анчах вӗсем тӗрлӗ чир-чӗртен пӗчӗклех вилнӗ. 

– Анне мана çуратнă чух 42-ре пулнă. Эпӗ унăн чун йăпатмăшӗччӗ. Аннене, 75 çула çитсе виличчен, пӗр кун та хăварман  хамран. Аттене нихăçан та курман. Эпӗ çурални çинчен вăл анне фронта янă çыруран пӗлнӗ. 1944 çулхи октябрь уйăхӗнче атте хыпарсăр çухалнă. Унăн вилтăприйӗ ăçти паллă мар. Игорь ывăлăмпа нумай çул шырарăмăр, анчах тупаймарăмăр, хушаматне йăнăш çырнă курăнать. Хăвăрах пӗлетӗр, ун чухне пӗтӗм документа ал вӗççӗн çырнă, хушамачӗ пирӗн сайра тӗл пулаканни, – пуçларӗ калаçăва Федор Степанович.

Ашшӗсӗр ӳсекен çурма тăлăх ачана патшалăх пособи панă, çавăнпа выçăпа аптраман вăл. 

– Анне совхозра ӗç кунӗшӗн ӗçлетчӗ, çемьене тăрантаракан вилни пирки паракан пособипе эпир çăкăр илнӗ, хăш чух сӗтел çинче шур çăкăр та пулнă. Сахăр та час-часах илеттӗмӗр. Танлаштарма каласа хăварам: вăрçă хыççăнхи çулсенче манăн тантăшсем нумайăшӗ мăян çиетчӗç. Пирӗн çӗршыв правительстви вăрçăра вилнӗ салтаксемпе офицерсен çемйисене яланах пăхнă. 

Аслашшӗпе асламăшӗ те çемьепе çыхăну çухатман. Вӗсем ӗне тытнă-çке, сӗт-çупа пулăшнă. Çав çулсенче ку питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнă. 

– Çуллахи каникул вăхăтӗнче 8-мӗш класс хыççăн эпӗ кӗтӳ кӗтме тытăнтăм. 800-шер тенкӗ тӳлетчӗç. Вăл вăхăтра ялшăн ку пит пысăк укçа, – тăсать калаçăва Федор Степанович. 

Унăн мăшăрӗ Зинаида Владимировна ман çине ыйтуллăн пăхса илчӗ:

– Эсир пӗлетӗр-и, кунта Хура çырма патӗнчи сăрт çинче «Заготскот» предприяти пулнă. Вăл районӗпех укçалла выльăх пуçтарнă. 

Эпӗ пӗлмен кун пирки. Вара Казачкинсем иккӗн тан тӗплӗн ăнлантарса пачӗç.

– Актай çырми пуçланнă çӗрте выльăхсене тытса тăма ятарлă вырăн хатӗрленӗ. Колхозниксем валли темиçе çурт лартнă, çакăнта пухнă выльăха Куйбышева (халь Самара), Хусана, Чистая хăваланă.

Çичӗ çул вӗренмелли шкула вӗçлесен Федор Пасарлă Матак шкулне çӳреме пуçлать. 

– Шкула миçе ача çуран çӳренине шутпа калаймăн, ирсерен район центрне каякан çул пӗтӗмпех ачасемпе тулатчӗ тесен ăнланмалларах пулӗ, – аса илет Казачкин. 

Шкул хыççăн Федор ялти ытти тантăшӗсемпе Йошкар-Олана çул тытнă, вӗсен хушшинче Зина Нагорнова та пулнă.

– Эпир Мари педагогика институтӗнче куçăн мар майпа вӗрентӗмӗр. Хăвăрах ăнланатăр, вăрçă хыççăнхи çулсем, сессисене кайма укçа пултăр тесе ӗçлемеллеччӗ. Хамăр ялтан манпа пӗрле 8 хӗрача çӳретчӗ. Вӗренӳ çулӗсем пире тăванлатрӗç. Кӳршӗри кинемей шав шӳтлетчӗ: «Восемь девок, один я», – йăл кулăпа аса илет çамрăклăхне ветеран.

– Наукăлла коммунизм, политэкономи экзаменӗсене панă чух мана Федор пулăшатчӗ. Кăткăс терминсене ансат сăмахсемпех ăнлантаратчӗ. Çапла вӗренӳ вăхăтӗнчи туслăх пӗчӗккӗн юратăва çаврăнчӗ, – аса илет Зинаида Владимировна.

1969 çулта çемье çавăрнăранпа Казачкинсем пурнăç çулӗпе алла-аллăн утаççӗ. Иккӗшӗ те педагог, çамрăк ăрăва ыррине, ăслине, ӗмӗрлӗхе юлаканнине вӗрентнӗ.

Пӗр тапхăр Федор Степановичпа Зинаида Владимировна районти парти комитетӗнче ӗçленӗ. Федор Степанович пропаганда уйрăмӗн ертӳçин çумӗ, мăшăрӗ – пӗлӳ обществин инструкторӗ. Вӗсен парти комитетӗнчи ӗçӗ те çамрăк ăрăва воспитани парса коммунизм тăвакансене воспитани парассипе çыхăннине шута илсе педагогика ӗçӗн стажне кӗртнӗ ку тапхăра та. 

– Райкомра пилӗк çул ӗçленӗ вăхăтра эпир паллă çынсемпе нумай тӗлпулу йӗркеленӗ. Тӗслӗхрен, Пасарлă Матак, Кивӗ Матак шкулӗсенче Совет Союзӗн Геройӗпе Михаил Девятаевпа тӗлпулу ирттернӗ. Унта пулнисем нихăçан манмӗç çакна – каласа параççӗ Казачкинсем. 

– Шел, партие пӗтерсе хучӗç, – хушса хурать Федор Степанович. – Унăн вырăнне йышăнма çавăн пекех вăйлă, хăйӗн тавра çамрăксене те, ватăсене те пухма пултаракан авторитетлă политика организацийӗ пулмарӗ ун чухне.  

Зинаида Владимировна вăтăр ытла çул Тяжбердино шкулӗнче кӗçӗн классене вӗрентнӗ. Урамра  мӗнле çанталăк тăнине пăхмасăр кашни кун вăл райцентртан кӳршӗ яла çуран утнă. Ун чухне хальхи пек автобуссем çӳремен. 

Федор Степанович шкулта 42 çул ӗçленӗ. Вӗсенчен чӗрӗк ӗмӗрне Пасарлă Матакра ирттернӗ. Вăл манăн истори вӗрентекенӗ те, аслăрах çулсенче класс ертӳçи те. Эпир урока хатӗрленмесӗр пыма хăраттăмăр ун патне. Федор Степанович питӗ çирӗп ыйтатчӗ. Халӗ те унăн сăмахӗсене асра тытатăп: «Кашни çапăçăвăн сăлтавӗ тата йӳтӗмӗ пур».

Педагог пуринчен те пӗрпек хытă ыйтатчӗ. Пирӗнпе пӗрле ывăлӗ Игорь вӗренетчӗ. Мӗнле-тӗр ыйту çине вăл та хуравлаймарӗ-тӗк, пӗтрӗмӗр тесе шутла. Игорьшӗн пӗтӗм класс пăшăрханатчӗ. Вăл пирӗншӗн юлташчӗ, темӗнле «ашшӗн ывăлӗ» марччӗ. Сăмах май каласан, шкултан вӗренсе тухсан Игорь те вӗрентекен профессине суйласа илнӗ. Шкулта та ӗçленӗ, Хусан мэрийӗнче те тăрăшнă, халь строительствăра вăй хурать. Казачкинсен аслă хӗрӗ Ирина амăшӗн çулӗпе кайнă – кӗçӗн классене вӗрентет. Район центрӗнчи шкулта ӗçлетчӗ, халӗ тӗп хулари пӗр гимназире вӗрентет. 

Тепӗр япала çинчен те каламасăр хăварам мар. Пирӗн класс пӳлӗмӗнче лаборантсен пӳлӗмӗ пурччӗ. Унта урок вăхăтӗнче е мӗнле-тӗр мероприяти иртнӗ чух кăна кӗме юратчӗ. Сăлтавӗ унта упранакан экспонатсенчеччӗ. Шкулăн таврапӗлӳ музейӗ çавăнта вырнаçнăччӗ: мамонтăн асав шăлӗсем, авалхи савăт-сапа ванчăкӗсем, фронтран янă çырусем. Çакăн пек çырусенчен хăшӗсене стена çине çакнăччӗ. Уйрăмах пӗри асра юлнă. Çырăва Наби Даули ентешӗмӗр, çыравçă-фронтовик çырнă. Йӗркесем шăрçа пек тикӗс, çăмăллăн вуланаççӗ.

Казачкинсем халь тивӗçлӗ канура. Федор Степанович районти Ветерансен канашӗн пайташӗ. Ăна час-часах шкула класс сехечӗсене чӗнеççӗ. Казачкин аслисем ытларах мăнукӗсемпе пулма тăрăшаççӗ. Вӗсемпе педагогика ветеранӗсем чăвашла кăна калаçаççӗ. 

– Урăхла мӗнле-ха? Ачан пӗчӗкрен тăван чӗлхине пӗлмелле. Пирӗн чăваш чӗлхи пăлхар ушкăнӗнчи пӗртен-пӗр «чӗрӗ» чӗлхе. Çавăнпа та пирӗн ăна упрамалла, – пӗтӗмлетрӗç калаçăва Казачкинсем. 

Çапла, темиçе ăрăва вӗрентсе кăларса паян та çамрăксемпе хутшăнса канашсемпе пулăшса ял-тӗрӗшри ӗçсемпе кăмăллăн шăкăлтатса пурăнаççӗ Федор Степановичпа Зинаида Владимировна. 80 çултан та иртнӗ Федор Степанович уйрăлас умӗн çапла каларӗ мана: «Енчен те тепӗр хут пурăнма пӳрнӗ пулсан эпӗ нимӗн те улăштарман пулăттăм. Çаплах истори вӗрентекенӗ пулăттăм, вăл тӗп предмет-çке, ăна кашни ачан лайăх пӗлмелле». (Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА. Сăнӳкерчӗксем авторăн тата Казачкинсен çемье  архивӗнчен. Элкел районӗ. Федор Степановичпа Зинаида Владимировна. Казачкинсен çемйи.)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество