Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Историпе этнографи проектне пурнăçлас тӗлӗшпе тăрăшса ӗçленисене чысланă

Паян Тутарстан Республикин Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Традиционный костюм народов Казанского Поволжья» историпе этнографи проектне 2024 çулта федераллă площадкăсенче ăнăçлă хăтлас тесе тăрăшса ӗçленӗ çынсене РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗн Тав хучӗсене панă.

Награда илнисен йышӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗн çумӗ Людмила Рыбакова, проектăн наука енӗпе ертӳçи Елена Гущина, координаторӗ Любовь Тукаева тата мастерӗ Юлия Ахметзянова.

Çавăн пекех асăннă проекта пурнăçа кӗртес тесе ырми-канми тăрăшнисене ТР Культура министерстви те Тав хучӗпе чысланă. Вӗсен шутӗнче ТР Халăхсен ассамблейипе Халăхсен Туслăх Çурчӗн коллективӗсем, ТР Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗ, мари, мордва, чăваш, удмурт, пушкăрт халăхӗсен наципе культура автономийӗсем, кӗрешӗнсен обществăлла организацийӗ, «Мир без границ»  Издательство çурчӗ, ТР Культура сферинчи йăласене сыхласа хăварас тата инновацисене ӗçе кӗртес тӗлӗшпе ӗçлекен республика центрӗ, курав проекчӗн экскурсовочӗ Лаура Юсупова тата проектăн чăваш наци костюмӗсем енӗпе консультанчӗ Сильвия Чаркина.

Саламлатпăр!

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев