Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

IТ-сфера аталанӑвӗ те пӗлтерӗшлӗ

Паянхи куна патшалӑх тата муниципаллӑ пулӑшусенчен 319-шне электронлӑ майпа илме пулать. Кӑçал тутарстансем электронлӑ портал урлӑ 2 млн яхӑн пулӑшу илнӗ. Унсӑр пуçне пирӗн граждансене тата 3 млн пулӑшу нумай функциллӗ центрсем урлӑ панă.

«Пирӗн тӗллев – пулӑшу илессине май пур таран халăх валли çăмăллатасси. Çакна тӑвас тесен пурнӑçри кашни лару-тӑрупа çыхăннă пулăмсене, сӑмахран, ача çуралсан е мӑшӑрлансан, пулӑшу парассине аталантармалла тата ӗçе кӗртмелле. Çавӑн пекех пулӑшу ӗçӗсен пахалӑхне тата срокӗсене çирӗп пӑхӑнмалла», – палăртса хăварнă Тутарстан Республикин Раисĕ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче.

ÇКХ сферинче  «Локоло» электронлӑ сервис пуррине те, республикӑри нумай хваттерлӗ çуртра пурӑнакансенчен 4 пин ытла çын унпа усӑ курнине те, сад юлташлӑхӗсене унпа çыхӑнтарасси сервис аталанӑвӗн тепӗр тапхӑрӗ пулнине те каласа хăварнă ТР Раисĕ.

«Вӗрентӳ сферинче хулапа ял шкулӗсене хальхи вӗрентӳ ресурсӗсемпе пӗр тан тивӗçтерме çулталӑк вӗçлениччен республикӑра Мускаври электронлӑ шкул никĕсен тĕслĕхĕпе çӗнӗ сервиссем ӗçе кӗртӗç. Унсӑр пуçне эпир хамӑрӑн вӗрентекенсене ноутбуксемпе тивӗçтерсех тӑратпӑр. Çак задачӑна пурнăçлакан Ак Барс банка  тав тăватăп. Икӗ çул хушшинче 36 пин ноутбук панӑ.

Республикӑра сывлӑх сыхлав сферинче тӗнче стандарчӗсемпе пӗрлӗхлӗ электронлӑ контур йӗркелеççӗ. Диагноза хӑвӑрт тата тӗрӗс лартма ăна специалистсем искусствӑлла интеллектпа тивӗçтерӗç. Вăл медицина учрежденийӗсенче процессене автоматизацилеме май туса парӗ. Çулталӑк вӗçлениччен Анат Кама район больницин никĕсĕнче системӑна тестировани туса пӗтермелле. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службинче те автомацизаци кирлӗ.

Промышленность предприятийӗсен цифра çитӗнӗвне çулсеренех хаклатпăр. Паянхи кун лидерсем – КАМАЗ, «Татнефть», «Татэнерго». Анчах цифра технологийӗсене çителӗксӗр ӗçе кӗртекен компанисем те пур. Цифровизаци – ӗç тухӑçлӑхне тата конкурентлӑха ӳстермелли пӗлтерӗшлӗ фактор пулнине ертӳçӗсем манмалла мар.

Тепĕр пӗлтерӗшлӗ ыйту – информаци хӑрушсӑрлӑхӗ, çав шутра патшалӑх информаци тытӑмӗсен те. Сеть атакисен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 7,5 хут ӳснӗ», – яваплӑ ведомствӑсен хӑрушсӑрлӑха çирӗплетес тата бизнеспа халӑха хӳтӗлев мелӗсем çинчен пӗлтерес енӗпе мероприятисем ирттермеллине каласа хăварчĕ Рустам Минниханов.

М.Бадыкшин сăнӳкерчӗкĕ, rais.tatarstan.ru сайтран.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Послание Раиса РТ