Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫителӗклӗ ҫын прививка тумасӑр, чир чакмасть

Хальхи вӑхӑтра район-хуласенчи предприятисенче массӑллӑ вакцинаци пырать. "Сувар" хаҫат редакцийӗнче ӗҫлекенсем ҫурри прививка тутарнӑ

Июлӗн 4-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра коронавируспа чирленӗ 40 ҫӗнӗ ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ ют регионсенчен килнисем, ыттисем хамӑр патра пурӑнакансем.
16 ҫынна госпитализациленӗ, 24-шӗ килӗсенче сипленеҫҫӗ.
Чир мӗнлерех сарӑлнин географийӗ ҫакнашкал: Хусан – 12, Ҫырчалли – 14, Азнакай, Елабуга, Мензелински, Анат Кама, Тукай, Чистай районӗсенче – 2-шер, Тури Услон, Заински районсенче – пӗрер ҫын.
Июлӗн 4-мӗшӗнче Тутарстанра COVID-19 -па чирленӗ 22 598 ҫынна шута илнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 20 305 ҫын сывалнӑ. Ҫав шутра иртнӗ талӑкра 8-ӑн.
Хальхи вӑхӑтра район-хуласенчи предприятисенче массӑллӑ вакцинаци пырать. "Сувар" хаҫат редакцийӗнче ӗҫлекенсем ҫурри прививка тутарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье