Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫитес ҫул Хусан зоопаркӗ Африка чӗрчунӗсемпе пуянланма пултарать

Сутуҫӑсемпе калаҫса килӗшнӗччӗ ӗнтӗ, анчах 2018 ҫулта чикӗсене хупрӗҫ

   Хусанти Зооботсада слонсене 2021 ҫулхи керкунне илсе килме палӑртаҫҫӗ.

Ҫакӑн ҫинчен журналистсене"Река Замбези" зоопаркӑн директорӗ Фанис Нурмухаметов каласа панӑ. 

"Малтанласа калаҫса килӗшрӗмӗр. Пирӗн шутпа, веҫех йӗркеллӗ кайсан, ҫакӑ 2021 ҫул вӗҫӗнче пулса иртет. Европӑра Африка слонӗсем пур, анчах та вӗсене илес тесен 10 ҫул кӗтмелле. Эпир ытти ҫӗршывсенчи чӗрчунсене шыратпӑр. 

Африкӑра слонсем пур, анчах мӗнле-тӗр чире пула чикӗсене хупнӑ. Африка чӗрчунӗсем валли чикӗсем, шел пулин те, хупӑ.  2018 ҫулта эпир чӗрчунсене пурне те самолетпа илсе ҫитерме шутланӑччӗ, унти питомникра мӗнпур чӗрчун пур. Сутуҫӑсемпе калаҫса килӗшнӗччӗ ӗнтӗ, анчах 2018 ҫулта чикӗсене хупрӗҫ", – каласа панӑ ертӳҫӗ.

"Река Замбези" пӗлтернӗ тӑрӑх, Африка ҫӗршывӗсенчен Хусана слонсене кӑна мар, ытти чӗрчунсене те илсе килесшӗн: "Поставщиксем чӗрчунсем пур терӗҫ, керкуннене планлатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ҫуркунне носорогсене, жирафсене, гориллӑна тата ытти чӗрчуна илсе килме палӑртнӑ».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев