Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮЛАШКИ ВЕТЕРАН

Кăçал Çӗнтерӳ кунне вăрçа хутшăннисемсӗр ирттертӗмӗр

Аслă Мăнкун эрнинче Акрель халăхӗ ялти чи хисеплӗ çынсенчен пӗрне Павел Николаевич Борисова юлашки çула ăсатрӗ. «Пирӗн Паллюк пичче», – çапла ачашшăн хисеплесе чӗнетчӗç акрельсем тăхăр вунă улттăпа пыракан вăрçă ветеранне. 

Хăйӗн вăрăм кун-çулӗнче тем те курнă вăл. Нумай хутчен çума-çумăн ларса калаçма тӳр килнӗ мана унпа. Çавăнпа унăн пурнăç çулне аванах пӗлетӗп. 

Павел Николаевичăн ачалăхӗ хаяр вăрçă çулӗсемпе пӗр килнӗ. Аслисемпе тан ӗçленӗ ун чухнехи ачасем. 17 тултаричченех салтак тумӗ тăхăннă. 1944 çулта Анăç фронтне лекнӗ Павел Борисов. 

Фашистсене тӗп тусан, Аслă Çӗнтерӳ хыççăн ватăрах салтаксене киле яма пуçланă. Вӗсен вырăнне çамрăксене хăварнă. Тата çичӗ çула тăсăлнă Павел Николаевичăн салтак пурнăçӗ. Яла таврăнсан каллех тăван колхоза ӗçе вырнаçнă. Нумай çул хушши тракторист, механик, бригадир, токарь, мельник пулса тăрăшнă. 

«Ӗçне кура хисепӗ», – теççӗ чăвашсем. Павел Николаевича ӗçре пысăк çитӗнӳсем тунăшăн Ленин орденӗпе чысланă. Çарăмсан районӗнче ун пек пысăк награда илекен чăваш урăх пулман. 

Акрель ялӗ кăçал пуçласа Аслă Çӗнтерӳ кунне Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсемсӗр кӗтсе илчӗ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ялта çӗнтерӳçӗ-салтаксен йышӗ çичӗ теçеткерен те иртнӗ. Çулран çул сайралса, чакса пычӗ ветерансен чаплă йышӗ-речӗ. Юлашкинчен пиртен Паллюк пичче уйрăлчӗ. Ваттисем калашле, халь вăрçă ветеранӗсем пурте çӳлти патшалăхра. Çапах акрельсем вӗсене манмаççӗ. Кашни çулах Аслă Çӗнтерӳ уявӗнче мăнаçланса аса илетпӗр вӗсен вилӗмсӗр ячӗсене. 

Павел Николаевич Борисова та ял-йыш нихăçан та манмӗ, ӗмӗр-ӗмӗр асра упрӗ. Вăл çакна чăннипех тивӗçлӗ. 

Михаил ЗАХАРОВ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ветераны