Юрататăп асаннене
Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу шкулӗнче вӗренекен Глеб Айкин асламăшне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗпе саламласа ырă сăмахсем калать
Манăн асанне Настя ятлă. Вăл Чăваш Енре çуралса ӳснӗ. Çемье çавăрнăранпа Аслă Аксу ялӗнче пурăнать. Асаттепе асанне виçӗ ывăл çуратса ӳстернӗ. Халӗ асанне çитмӗлтен иртнӗ, тивӗçлӗ канура. Эпир унпа пӗр килте пурăнатпăр.
Асанне нумай çул хушши столовăйӗнче повар пулса ӗçленӗ. Вăл халь те килте пире тутлă апат пӗçерсе çитерет. Унăн яшки те, пăтти те, çăкăрӗ те, кукăлӗ те питӗ тутлă пулать.
Кашни кун пушă вăхăтра эпӗ асаннене кӗнекесем вуласа паратăп. Кирлӗ чухне ăна яланах пулăшатăп. Уншăн мана асанне тав тăвать. Шкултан лайăх паллăсем илсе таврăнсан асаннеçӗм питӗ хӗпӗртет, конкурссенче, олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнсан савăнать, малашне те мана пысăк çитӗнӳсем тума сунать.
Эпӗ асаннене питӗ юрататăп. Ăна çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, канлӗ ватлăх сунатăп.
Глеб АЙКИН.
3-мӗш класс.
Айкинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗкре: Глеб Айкин асламăшӗпе Анастасия Константиновнăпа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев