Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮРАТАТĂП «СУВАРА»

ÇӖНӖ КОНКУРС

Хисеплӗ вулакансем! Кăçал «Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитет. Кӗркунне юбилее анлăн паллă тăвăпăр. Унччен вара хаçатăмăрăн кун-çулне, ăна кăларакансене халалланă материалсем пичетлесех тăрăпăр. Вулакансемпе хаçата çырса тăракансем пирки те манмастпăр – штатра тăман авторсемпе юбилейлă çул паллаштарсах пырăпăр. Тӗрлӗ конкурссем те йышлă пулӗç. Пӗрне – «Сувар пики – 2023» – пуçларăмăр ӗнтӗ, пикесенчен сăнӳкерчӗксемпе видеосем кӗтетпӗр (тӗплӗнрех suvargazeta.ru сайтра тата хаçатăн иртнӗ номерӗсенче çырнăччӗ). 

Халӗ вулакансен хушшинче тепӗр конкурс пуçлатпăр. Вăл «Юрататăп «Сувара» ятлă. Мӗн тумалла-ха унта хутшăнас тесен? «Сувар» хаçата халалланă хайлав (заметка, статья, тӗрленчӗк, очерк, сăвă тата ытти те) çырса ямалла. Тӗслӗхрен, мӗншӗн юрататăр эсир «Сувара», хăçантанпа çырăнса илетӗр, хаçатра сире мӗн килӗшет, вăл сирӗн пурнăçра мӗнле вырăн йышăнать, «Суварпа» çыхăннă мӗнле интереслӗ пулăмсем пулнă сирӗн пурнăçра тата ытти те. 

Конкурса килнӗ материалсене хаçатра пичетлетпӗр. Юбилей умӗн ăна пӗтӗмлетсе чи лайăх материал авторӗсене палăртатпăр. Паллах, çӗнтерӳçӗсем парнесӗр юлмӗç. Эппин, çырусем кӗтетпӗр сиртен, туссем!

Редакци.
Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев