Юратнă кӗнекӳ çинчен каласа пар, ӳкер
Чăваш кӗнеке издательстви пирӗн кăларăмсене кăмăллакансене «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче вун иккӗмӗш хут иртекен конкурса хутшăнма йыхравлать. Кăçал ӗçсене авăн уйăхӗн 1–мӗшӗнчен пуçласа юпа уйăхӗн 31–мӗшӗччен йышăнаççӗ. Конкурс пурӗ виçӗ номинаципе иртет.
Чăваш кӗнеке издательстви пирӗн кăларăмсене кăмăллакансене «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче вун иккӗмӗш хут иртекен конкурса хутшăнма йыхравлать. Кăçал ӗçсене авăн уйăхӗн 1–мӗшӗнчен пуçласа юпа уйăхӗн 31–мӗшӗччен йышăнаççӗ. Конкурс пурӗ виçӗ номинаципе иртет.
«Юратнă кӗнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав». Ку номинацие аслисен те хутшăнма юрать. Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă кăларăма вуланă хыççăн çуралнă шухăш–кăмăла уçса памалла унта: мӗнпе тыткăнларӗ, мӗншӗн шăпах ăна суйласа илтӗр т. ыт. те. Ӗç калăпăшӗ – 1–2 страница. Хаклавне хăш кӗнеке тăрăх çырнине, авторне палăртма ан манăр. Ӗçсене чăвашла та: вырăсла та хатӗрлеме юрать. Ку номинацире кирек хăш ӳсӗмри вулакансем те хутшăнма пултараççӗ, анчах аслă ӳсӗмрисен çакна астумалла: Чăваш кӗнеке издательствинче 2019 –2023 çулсенче тухнă кӗнекесемпе çеç усă курмалла. Хаклавсене fed_ol@mailӗru электрон почтăпа ярса пама юрать. Çырăва ăсатнă чухне «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе палăртма ан манăр.
«Юратнă хайлаври чи интереслӗ самант» темăпа хатӗрленӗ ӳкерчӗк» номинаципе хутшăнакансем кӗнекери пӗр–пӗр саманта ӳкерсе пама пултараççӗ. Сăнар портретне çеç калăпланă тата кӗнекесенчен ӳкерсе илнӗ ӗçсене жюри хакламасть.
«Ача хатӗрленӗ чи лайăх кӗнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кӗнеке пек хатӗрлесе памалла. Çак ӗçе калăплакансем тӗрлӗ тӗслӗ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлӗ хутсемпе усă курма пултараççӗ. Текста алăпа çырмалла, интернетран тупса çыпăçтарнă ӳкерчӗксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ӗçӗ тӗпре.
Тепӗр хут аса илтеретпӗр: кирек хăш номинаципе тăратакан ӗçе те ачан хăйӗн пурнăçламалла, аслисем ача ятӗнчен хатӗрленисене жюри членӗсем хак памаççӗ. Конкурса хутшăнма Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă кăларăмсемпе çеç усă курмалла. Уйрăм хут çине:
– номинаци ятне,
– конкурса хутшăнаканăн ячӗпе ашшӗ ятне тата хушаматне,
– миçе çултине,
– ăçта вӗреннине е ӗçленине (чăвашла та, вырăсла та туллин тата тӗрӗс),
– килти адресне,
– конкурса хутшăнма хавхалантараканăн (ертӳçӗн) хушаматне, ятне, ашшӗ ятне туллин, телефон номерне,
– суйласа илнӗ кӗнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине палăртмалла.
Ӗçсене çак адреспа йышăнаççӗ: 428019: Шупашкар хули: Иван Яковлев проспекчӗ, 13–мӗш çурт, Чăваш кӗнеке издательстви, 820 пӳлӗм, «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. Конкурсăн тулли йӗркипе (Положени) Чăваш кӗнеке издательствин сайтӗнче wwwӗchuvbookӗru: «ВКонтакте» страницинче паллашма пулать.
Тӗплӗнрех (8352) 57–16–63 телефонпа ыйтса пӗлмелле. (Ольга ФЕДОРОВА. «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса йӗркелесе пыракан.
Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев