Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юсав хыҫҫӑн Аксу районӗнчи Савгачевори вӑтам шкул уҫӑлчӗ

Тăхăр ялтан вӗренме пухӑннӑ ачасене саламлама район пуҫлӑхӗ Камиль Гильманов, ТР спорт министрӗн ҫумӗ Ильдар Садриев, Аксу районӗнчи пенси фончӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Владимир Матвеев тата ытти хисеплӗ хӑнасем килнӗччӗ

Пӗлӳ кунӗ тӗлне икӗ республика программипе апат тумалли блока тӗпрен улӑштарнӑ тата шкула юсанӑ. Савгачевори шкула 1990-мӗш йывӑр ҫулта вырӑнти колхоз вӑйӗпе хута янӑ. Вӗрентӳ ҫурчӗ нумайранпа юсав кӗтрӗ.

Халӗ районта вӗрентӗве пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫакна Савгачевори вӑтам шкул директорӗ Александр Музилеев та ҫирӗплетет. Шкул маччине, электрооборудованине улӑштарма пулӑшнӑ, урайӗнче те ҫӗнӗ линолеум. Директор юсав ӗҫӗсене хӑвӑртлатма пулӑшнӑшӑн ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ Алексей Кондратьева тав турӗ.
Район пуҫлӑхӗ Савгачево шкулӗ вӗренӳре те, спортра та яланах малта пынине палӑртрӗ. 1-мӗш класа килекен 9 ачана вӑл шкула ҫӳремелли портфельсем парнелерӗ. ТР спорт министрӗн ҫумӗ Ильдар Садриев пухӑннисене республика президенчӗн Рустам Минниханӑвӑн саламлӑ ҫыруне вуласа пачӗ. Раҫҫей тата Тутарстан гимнӗсене янраттарса патшалӑх ялавӗсене йӑтни - кӑҫалхи вӗрентӳ ҫулӗн уйрӑмлӑхӗ. Ачасене патриотизмла воспитани парасси пирки районти вӑрҫӑ ветеранӗсен "Служу Отечеству" обществӑлла организацийӗн канашӗн пуҫлӑхӗ Виталий Маркин та палӑртрӗ. 

Аксу районӗнчи пенси фончӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Владимир Матвеев 1-мӗш класа каякансене канцеляри таварӗсен пуххисене парнелерӗ. ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн 1-мӗш ҫумӗ Константин Малышев шкул алӑкне пуҫласа уҫакансене республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн парнисене - чӑвашла юмах кӗнекисене парнелерӗ. Ҫакнашкалах парнесене вырӑнти ача садне ҫӳрекенсем те тивӗҫрӗҫ.
 
Пӗрремӗш классене вӗсен вӗрентекенӗ Алевтина Никифорова алӑран тытса шкула йӗртсе кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫак ялта 2022-23 вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫланчӗ. Савгачевора ҫак ӗҫе 188 вӗренекен тата 28 вӗрентекен пуҫӑнчӗҫ.
Ксения Романова сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 1 сентября