Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ют çӗршывсен куçӗнчен пăхмăпăр малашне

Паян «Татнефтеинвест-холдингăн» ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ ларăвӗнче Тутарстанра аддитивлă технологисен центрне тăвассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Çакнашкал системăсене пурнăçа кӗртесси çинчен «Лазерные системы» компанин директорӗ Дмитрий Васильев каласа панă. 


«Металл пичетлесси сериллӗ пулмалла. Ку вăл прототип е пӗр издели кăна мар. Эпир талăкӗпех пӗр чарăнми ӗçлеме тытăнасшăн», — тенӗ Д. Васильев. 
Вăл каланă тăрăх, аддитивлă технологисем халӗ машинăсем тăвассинче, космос сферинче, металлургире, вӗрентӳ центрӗсемпе учрежденийӗсенче анлăн усă кураççӗ. «Лазерные системы» компани 3D-пичетре кирлӗ материалсене пӗтӗмпех алла илнӗ ӗнтӗ. 


Дмитрий Васильев сăмахӗсемпе, аддитивлă технологисемпе анлăн усă курни реверс-инжениринг ыйтăвӗсенче те питӗ пулăшать. Уйрăмах ют çӗршывра тунă оборудованисем вансанаса илме тивет кун пирки — запас пайсене кӳрсе килме хальхи саманара санкцисене пула кăткăс вӗт е пачах та май çук. 
Кун пек чух çӗршыври мӗнпур аддитивлă центрсене шута илсен вӗсем çителӗксӗрри тӳрех курăнать, мӗншӗн тесен кирлӗ изделисене пичетлеттерес ыйтăм кунран-кун ӳссе кăна пырать. Ӗçлекен центрсене ӗлкӗрме питӗ йывăр. 


«Пуласлăх çак машинасенче, ку тахçанах паллă. Эпир институтра вӗреннӗ вăхăтра кун пекки пирки ӗмӗтленме те пултарайман», — тенӗ Тутарстан Республикин Раисӗ докладчика тимлӗ итленӗ хыççăн. Вăл çак информацие республикăри промышленность предприятийӗсенче ӗçлекенсене те пӗлтерме ыйтнă — тен, вӗсен çак тӗлӗшпе килӗштерсе ӗçлес шухăшсем пулӗç. 


«Эпир нумай импорт япалипе усă куратпăр, тен, вӗсем валли запас пайсем шырамалла та мар, çакăн пек мелпе кăна усă курмалла», — тенӗ Минниханов.

Сăнӳкерчӗк ТР Раисӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане