Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИВАН АНДРЕЕВ ТУРНИРӖ ТĂВАТТĂМӖШ ХУТ ИРТРӖ

Вырăнти Культура çуртӗнче малти вырăнсемшӗн Çӗнӗ Йӗлмелпе Çӗнӗ Чукал шкул ачисем тата аслисем тупăшрӗç

Паллă ентеше, Çӗнӗ Йӗлмел ял Совечӗн председателӗ, парти тата хуçалăх ӗçченӗ пулнă Иван Андреевич Андреева асăнса иртекен йăлари шахмат турнирӗ кăçал та вăйлисене икӗ номинаципе палăртрӗ.
 Мероприяти пуçланас умӗн пурне те ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Роберт Дружковпа ялти Ветерансен канашӗн ертӳçи Геннадий Карсаков саламларӗç. Иван Андреевич мӗнле çын пулни çинчен кӗскен каласа аса илтерчӗç. Ентешӗмӗрӗн пурнăçӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе тата çитӗнӗвӗсемпе тӗплӗнрех фойе­ри фотостендсем (ăна Геннадий Карсаков журналистпа Иван Андреевăн ывăлӗ, юрист, çыравçă, «Шăрăх кунсем» кӗнеке авторӗ Николай Андреев йӗркеленӗ) паллаштарчӗç.
4-мӗш хут иртекен турнирăн çӗнтерӳçисем аслисен хушшинче çаксем пулчӗç: I, II вырăнсене Çӗнӗ Чукалти пӗртăван Рамиспа Нафис Гафуровсем йышăнчӗç, III вырăна Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи чи аслă шахматист Геннадий Карсаков тивӗçрӗ. Владимир Выселкин пенсионер та хастар пулчӗ ăмăртура. Çӗнтерме ăнтăлнăшăн ăна йӗркелӳçӗсем Хисеп хучӗпе тата ятарлă парнепе чысларӗç.
Ачасен хушшинче чи вăйлисем Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче вӗренекен Альфис Гафуровпа Ульяновскра пурăнакан Çӗнӗ Йӗлмел мăнукӗ, 7-мӗш класра вӗренекен Сергей Еграшкин пулни палăрчӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене пурне те ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков Дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчӗ.
Ентеше асăнса иртекен спортпа культура мероприятине Шупашкартан килнӗ чăваш эстрада çăлтăрӗсем – ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Антонина Лукина тата ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Валерий Дмит­риев – илем кӳчӗç. Артистсене халăх тăвăллăн алă çупса кӗтсе илчӗ. Шупашкар хăнисем чăваш халăх юррисене ăста юрласа савăнтарчӗç, куракансем ыйтнипе юрăсене темиçе хут та шăрантарчӗç. Концерт вӗçленсен Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков артистсене ял халăхӗ ятӗнчен тав турӗ.
Иван Андреев турнирӗ малашне те иртессе шанатпăр, унта хутшăнакансен шучӗ ӳссе кăна пытăрччӗ, çитӗнӳсем ял халăхне савăнтарччăр.

Геннадий КАРСАКОВ,
Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Ветерансен канашӗн председателӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев