Иван Яковлев çинчен ӳкернӗ фильма хăтларӗç
Фильмра чăваш халăхӗн Аслă Вӗрентекенӗн Иван Яковлевăн тата унăн мăшăрӗн Екатерина Бобровникован пурнăçӗ пирки каласа кăтартнă
Çак уйăхăн пуçламăшӗнче Ульяновск хулинчи Е.Евтушенко ячӗллӗ 4-мӗш номерлӗ библиотекăра Ульяновскри паллă çыравçăпа, поэтпа, журналистпа, «Мономах» историпе таврапӗлӳ журналӗн тӗп редакторӗпе Ольга Шейпакпа творчествăлла тӗлпулу пулчӗ. Мероприятире «Иван и Екатерина. Победа на двоих» документлă-илемлӗ фильмăн хăтлавӗ тӗп вырăн йышăнчӗ тесен те йăнăш мар.
Ольга Георгиевна малтан тӗлпулăва килнисене хăйӗн пултарулăхӗпе паллаштарчӗ, кӗнекисем пирки каласа пачӗ. Унтан пухăннисем «Иван и Екатерина. Победа на двоих» документлă-илемлӗ фильма интересленсех пăхрӗç. Фильмра чăваш халăхӗн Аслă Вӗрентекенӗн Иван Яковлевăн тата унăн мăшăрӗн Екатерина Бобровникован пурнăçӗ пирки каласа кăтартнă. Картинăри кадрсене Хусанта тата Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче ӳкернӗ. Пӗр сехет ытлана тăсăлакан фильма ӳкерме Ульяновскри Б.В.Александров ячӗллӗ Çамрăксен театрӗн артисчӗсем, таврапӗлӳçӗсем, историксем хутшăннă. Проекта ертсе пыраканӗ — Наталья Цуканова, сценари авторӗ — Ольга Шейпак.
Асăннă фильма Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗ тӗрев панипе ӳкернӗ. Тӗлпулăва пухăннисем Иван Яковлевпа мăшăрӗ çинчен ӳкернӗ кинона пăхсан сценари авторне нумай ыйту пачӗç. Чăваш таврапӗлӳçисем Ольга Шейпака уйрăмах чӗререн тав турӗç, пултарулăхра малашне те ăнăçу сунчӗç.
Николай КАЗАКОВ-
ИЛЬМОВСКИЙ.
С.Разинов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев