Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Казанкова ТАССР 100 çул çитнине халалланă медальпе чысларӗç

Сиктӗрмере иртнӗ Пыл Сăпасӗн хисеплӗ хăнисен хушшинче Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин, «Звениговский» ял-хуçалăх предприятийӗн ертӳçи Иван Казанков, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев, Элкел районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Евгений Чугунов, ЧНК-ри «Чăваш ялӗ» комитетăн ертӳçи Эдуард Бахмисов, Элмет районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Инна Лисина, тӗпчевçӗ Владимир Алмантай тата ыттисем пулчӗç.

Сцена çинчен меропритяие пуçараканӗ Иван Казанков пурне те ырлăх-сывлăх сунчӗ. Кăçал лайăх тыр-пул ӳссе çитӗнни те çӗр ӗçченӗсене савăнтарать. Чиркӳ çыннисем çӗнӗ пыла светить тума килейменни кăна кăштах кăмăлне хăварнă пулмалла чăваш шурсухалӗсен ертӳçине.

Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин пӗлтӗр районта гектартан 13 центнер тырă илейнӗ пулсан, кăçал гектартан 80 центнер тухакан вырăнсем те пуррине пӗлтерчӗ. Пӗтӗмӗшле районпа – гентартан 40-42 центнер тырă вырса илеççӗ. Район пуçлăхӗ Иван Казанкова ТАССР 100 çуллăхне халалланă медаль парса чысларӗ. Çавăн пекех Инна Лисина та, Эдуард Бахмисов та Александр Никошинран райканашăн Тав çырăвӗсене илме тивӗçрӗç. Кăçалхи çырнăнтару кампанийӗнче пулăшнăшăн Евгений Чугунова «Татмедиа» акционерлă обществон Тав çырăвне «Сувар» хаçат ӗçченӗ Константин Малышев парса чысларӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев