Иван Казанковӑн пурнӑҫ символӗ халӗ юнашарах пурӑнӗ
Ҫирӗп, хастар, тӑрӑшуллӑ, ӑслӑ, пултаруллӑ, ӗҫчен, патвар – ҫак эпитетсене пурне те Ҫиктӗрмере ҫуралнӑ мухтава тивӗҫ чӑваш ҫинчен калама пулать.
Марий Элри "Звениговский" ял-хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ Иван Иванович Казаков мартӑн 25-мӗшӗнче 79 ҫул тултарчӗ.
Вӑл ертсе пыракан предприятин Элкел районӗнчи Ҫиктӗрмери филиалӗ те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать.
Ҫуралнӑ кунӗпе паллӑ чӑваша ачисем лаша парнеленӗ.
"Манӑн тӑрӑшуллӑ, ывӑнма пӗлмен аттен пурнӑҫ символӗ – лаша. Унӑн ҫуралнӑ кунӗнче эпир ӑна ҫак ута парнелерӗмӗр", – тенӗ Иван Ивановичӑн ывӑлӗ Сергей Казанков хӑйӗн Инстаграмри страницинче.
Саламсем ҫумне эпир те хушӑнатпӑр, ентешӗмӗре ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр!
Сергей Казанков сӑнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев