Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИВАН ЯКОВЛЕВА ХАЛАЛЛАСА

Наратлă ялӗн библиотекинче «Халăха çутта кăларас ӗç пирки шухăшланă май» ятпа мероприяти ирттертӗмӗр

Иван Яковлевич Яковлев –  халăхăмăра çутта кăлараканӗ, миссионер, вӗрентекен, куçаруçă, çыравçă, фольклорист. Чăваш алфавитне йӗркелесе янă, шкулсем уçса çӳренӗ, чăваш ачисене вӗренме учебниксем кăларнă. 

 

Хамăр халăхшăн тунă ӗçсем калама çук пӗлтерӗшлӗ. Вăл тăрăшнипе пин-пин чăваш ачи хутла вӗренме тытăннă. Чăваш тата вырăс культурисене çывăхлатас тӗлӗшпе нумай тăрăшнă Иван Яковлевич. Вырăсла кӗнекесене чăваш ачисем те ăнланччăр тесе чăвашла куçарнă, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче учительсен темиçе ăрăвне вӗрентсе кăларнă. 

Наратлă ялӗн библиотекинче вырăнти Культура çурчӗпе пӗрле «Халăха çутта кăларас ӗç пирки шухăшланă май» ятпа мероприя­ти ирттертӗмӗр. Унта Наратлăри тӗп шкулта вӗренекенсем хутшăнчӗç. Татьяна Дмитриева биб­лиотекарь тата Культура çурчӗн директорӗ Надежда Федорова ачасене паллă ентешӗмӗрӗн Иван Яковлевăн кăткăс, анчах та çутă та тухăçлă кун-çулӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗç. Ачасем Иван Яковлевича халалланă сăвăсем каларӗç, унăн «Лаша шырани» калавӗ тăрăх сценка кăтартса пачӗç, викторина ыйтăвӗсем çине хуравларӗç. Унтан «Чăвашсене çутта кăлараканӗ» кӗнеке куравӗпе паллашрӗç.

 

Татьяна ДМИТРИЕВА,

библиотекарь.

Наратлă ялӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев