Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июль пуçламăшӗнче Мордовире пӗтӗм Раççейри XII ял Сабантуйӗ иртет

Уяв мероприятийӗсем Лямбирь тата Аксеново ялӗсенче пулаççӗ тесе пӗлтернӗ Мордовири тутарсен «Якташлар» наципе культура автономийӗн председателӗ, «Опора России» юхăмăн Мордовири регион уйрăмӗн ертӳçи Руслан Мухаев.

Пирӗн çӗршывра Сабантуя нацине пăхмасăр, пӗтӗм халăх килӗштерет. Ахальтен мар мероприятине пӗтӗм Раççейри статус панă. Кăçал пирӗн республикăн çак çӳллӗ шайри мероприятие ирттерме тивет. Тăшмансем пирӗн халăха шалтан уйăрса яма хăтланнă вăхăтра Сабантуй нацисемме конфессисене пӗрлештерекен уяв пулса тăрать. Мордовири уява нумай хăна килсе çитмелле.
«Услам ӗçне аталантарас тӗллевпе Сабантуй умӗн ӗçлӗ мероприятисем, çавра сӗтелсем, семинарсем иртӗç. Пирӗн бизнесăн çӗнӗ çыхăнусем йӗркелеме май пулать, хăнасем те хăйсем валли çӗнӗ Мордовине уçӗç», - тесе каланă Руслан Мухаев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев