Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июлӗн 10-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче Тутарстанри чăваш культурин «Уяв-2022» праçникӗ пулать

Йӗркелекенсем унта хутшăнакан юрăпа ташă коллективсемпе уйрăм çынсене – юрăçсемпе купăс калакансене, ал-ӗç ăстисене ирхине 8:00 сехетрех вырăна килсе çитме ыйтаççӗ.

Сиктӗрмери Петӗр Хусанкай музейӗ (Май урамӗ, 1 çурт) ирхине ирех ӗçлеме тытăнать. Унта экскурсисем 17:00 сехетченех иртӗç. Çавăн пекех вырăна ир-ирех çитсен ял çумӗнчи Уяв лапамӗнче «Хузангаевское» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн ял-хуçалăх техникин куравне, акăшсен кӳллине, СССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă парка, çил арманӗпе шыв арманне, Сиплӗ çăл швӗллӗ часавая, курса çаврăнма пулать. Чăваш халăхӗн йăлисене халалланă кил-çурт хуçалăхӗсем те ирхине 8-та уçăлаççӗ, Çӗнӗ Сăвар хулашӗ çумӗнчи авалхи çӗрпӳртпе мăрьесӗр çуртсем те туристсемшӗн кăсăклă пулмалла.

Авалхи йăла тенӗрен, хальхинче Учукпа Чӳклемене кăтартма йышăннă. Çӗнӗрех йăласенчен «Улаха», «Салтака ăсатнине», «Туя», «Нимене», «Ачана ят панине» курма пулӗ.

Паллах, Уявра тăм савăт тăвакан, йывăç касса эрешлекен, тӗрӗ тӗрлекен маçтэрсен те кӗтесӗсем пулӗç. Çак кун «Звениговский» аш-какай комбиначӗн продукцине йӳнерех хакпа сутма палăртнă, çав шутра лимонадпа мороженăя та.

Чăваш литературине кăмăллакансен Уявра хăйсен юратнă çăвăçӗ-прозаикӗпе тӗлпулма май пулӗ. Кунта «Хусанкай урамӗ» текен литература лаптăкӗнче Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан, Ульяновскпа Самар облаçӗсенчен килнӗ чăваш çыравçисем пухăнса хăйсен произведенийӗсемпе паллаштарӗç.

Кăçал хуткупăспа чăваш кӗввисене калакансен хушшинче иртекен «Янра, хут купăс!» конкурса прремӗш вырăн йышăнакана «Куликово поле» купăс кӗтет. Уяв пикине вара Тутарстанăн тӗрлӗ районӗсенчен çеç мар, регионсенчен килекен хӗрсенчен те суйласшăн. Юрă шăрантаракансем «Юрла чăвашла» конкурса хутшăнма пултараççӗ. Унсăр пуçне кăçалхи Уявра çӗнӗлӗх те пур, ку вăл «Ташла чăвашла» конкурс. Хальхи вăхăтра заявкăсене йышăнас тапхăр пырать.

Паллах, тӗп лапамра иртекен Уява ӗлӗкхи йăласемпе пуçласа вӗçлеме хатӗрленеççӗ сиктӗрмесем.

Пысăк хăнасенчен Уява ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев килесси паллă тата КПРФ партин ертӳçи Геннадий Зюганов та пулма пултарать çак кун Сиктӗрмере.  

Халăха савăнтама унта чăваш эстрада çăлтăрӗсене те йышлă чӗннӗ.

Йӗркелӳ комитечӗн телефонӗ 89872826108

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев