Июлӗн 25-мӗшӗнче Крымра пурăнакан чăвашсен тӗлпулăвӗ иртнӗ
Унта Чăваш Наци Конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев та хутшăннă тесе пӗлтерет общество организацийӗн пресс-служби. Ăна иçӗм йывăççисен сулхăнӗнче Крымри чăвашсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Андрей Яковлев тата ытти хастарсем кӗтсе илнӗ. Пухăвăн тӗп тӗллевӗ – кунта пурăнакан 175 наци представителӗсемпе хутшăнса туслăха çирӗплетесси, тӗрлӗ халăх хушшинчи килӗшӗве упраса хăварасси, чăваш наци культурине тата унăн хăйнеевӗрлӗхне аталантарасси.
Ӗçлӗ калаçура Чăваш Наци Конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев Крымри чăваш наципе культура автономийӗсен ертӳçисемпе килес çул чăвашсен «Акатуй-2023» уявне Крым Республикинче пӗрле ирттерессине сӳтсе явнă.
Ку идейăн лайăх енӗсем те пур, начаррисем те. Лайăххисен шутне – Хура тинӗс çывăххи, уява хутшăннисӗр пуçне çынсем пӗр-ик кун канма та пултарни кӗреççӗ. Япăх енсен шутӗнче – вырăнти чăвашсем сахалăн пулни, Крымран инçе мар ятарлă çар операцийӗ пыни.
Крымри чăвашсен вăйсăрлăхне эпир тӗслӗхсем çинче çирӗплетме пултаратпăр. 2016 çулта унта Акатуй иртнӗччӗ ӗнтӗ. Ун хыççăн Николай Угаслов ертсе пыракан чăвашсем Крыма ирӗке кăларас тесе паттăррăн пуçӗсене хунă чăваш салтакӗсене асăнса унта нимелле палăк лартасшăн пулчӗç. Анчах та Шупашкарта хурланакан амăшӗн палăкне туса пӗтерсен те, ăна Крымра лартмашкăн вырăн пама Симферопольте килӗшмен.
Чăвашсем сахал пурăнакан регионсенче пысăк уявсем ирттерсе эпир чăнласах культурăна аталантаратпăр-ши е ку камăн-тăр амбицийӗсене пурнăçа кӗртекен хушу-и?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев